Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Тăшмана тĕп турăмăр"

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

"Тăшмана тĕп турăмăр"

Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа кĕçех 60 çул çитет. Пысăк пĕлтерĕшлĕ уява хатĕрленсе район администрацийĕ районти Культура çуртĕнче вăрçă участникĕсемпе, тыл ĕçченĕсемпе тĕл пулу ирттерчĕ. Унта хутшăнма Тикашра çуралса ỹснĕ, халĕ Хĕрлĕçырта пурăнакан Мария Терентьевна Молостовкинана та чĕннĕ. Хаяр та хăрушă вăрçăн чĕре варне юлнă саманчĕсене каласа памасăр чăтаймарĕ ветеран.

"Вăрçă нушине мĕнле чăтса ирттернине халĕ аса илме питех те йывăр. Йышлă çемьере ỹснĕ эпĕ, анне - Марина Порфирьевна Порфирьева 11 ача çуратнă, эпĕ улттăмĕш пулнă. Ирсĕр тăшмана хирĕç пĕр тăвансенчен виççĕн çапăçрăмăр. Алексей, службăра чикĕре пулнă май, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех пуçне хунă, Владимир тăшманпа çапăçса паттăрлăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсем илме тивĕç пулчĕ.

Вăрçă пуçлансан мана та повестка пачĕç. Иваново хулине, торф кăларнă çĕре, илсе кайрĕç. Çитсенех бригадир туса хучĕç. Пулăшма икĕ десятник пачĕç. Иккĕшĕ те вырăс хĕрĕсемччĕ. Икĕ эрне вĕрентрĕç. Ун хыççăн пирĕн иккĕмĕш бригадăна торф кăларакан машина пачĕç. Часах хăнăхса çитрĕм машинăпа ĕçлеме. Рабочисене пĕчченех ĕçлеттерсе пурăнтăм. Пĕр канăç та пулман. Дисциплина çарти пекех çирĕпчĕ. Плена илнĕ 200 нимĕç салтакĕ пурччĕ. Пăравус çине çĕрĕпех торф тиеттĕмĕр. Нимĕçсем çавăнтах йăванса кайса вилетчĕç. Виллисене карьера кайса пăрахатчĕç. Апатне те йĕркеллĕ çисе курман. Кукуруза çăкăрĕ паркалатчĕç. Çуллахи вăхăтра йĕри-тавра вăрман çунатчĕ. Çĕрĕпе сỹнтереттĕмĕр. Кайран рабочисем таçта кайса çывăратчĕç, шыраса хăшкăлаттăм. Çĕрле вакунсем паратчĕç те вĕсене тиесе ямаллаччĕ. Темĕнле йывăр пулсан та мĕн пур вăя тăшмана хăвăртрах çĕнтерес тесе параттăмăр. Пурпĕрех тĕп турăмăр", - хумхануллă аса илчĕ çав вăхăтсене ĕçпе вăрçă ветеранĕ Мария Терентьевна.

Тăватă çул тăрăшнă вăл торф кăларнă çĕрте.

Киле таврăнсан Хĕрлĕçыр каччипе - Яков Молостовкин фронтовикпа çемье çавăраççĕ. Сакăр ача çуратать Мария Терентьевна.

Хĕл каçма вăл кашни çулах Вăрмар поселокĕнчи Илья ывăлĕ патне килет. Ильяпа Анатолий - йĕкĕрешсем. Вĕсем салтак тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланă, чăваш ятне çỹлте тытнă. Салтакран иккĕшĕ те киле старшина званипе таврăннă. Ытти ывăлĕсем те салтак тивĕçне пурнăçланă. Анатолий халĕ Мускавра ĕçлесе пурăнать. Илья Яковлевич - предприниматель, çĕвĕ цехĕ уçнă. Çынсене ĕçпе тивĕçтерет.

А. ХОВАНСКИЙ.



02 апреля 2005
00:00
Поделиться