Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ялĕ пĕчĕк, ыйтăвĕсем нумай

о Вырăнти администрации

Ялĕ пĕчĕк, ыйтăвĕсем нумай

Нумаях пулмасть Чăрăшçырма ялĕнче пурăнакансен пухăвĕ пулчĕ. Пухăва ирттерме Кавал ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Иванов килчĕ. Вăл çынсене кирлĕ нумай ыйтусене каласа ăнлантарчĕ. Пуху питĕ савăнăçлă пуçланчĕ. Малтанах вăрçăра пулнă тата вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ çынсене Аслă Çĕнтерĕве 60 çул çитнĕ ятпа юбилей медалĕсем пачĕ. Унта вăрçăра пулнă Г.Анисимовпа А.Ивановăна ырă сунса, тав сăмахĕсем каларĕ. Унтан вăрçă вăхăтĕнче тылра вăй хурса ĕçленĕ çынсене те юбилей медалĕсем пачĕ. Вĕсем хушшинче А.Михайлова, А.Тимофеева, Г.П. тата Ю.Ф. Дмитриевсем, Ю.Афанасьева, Ф.Афанасьева, Н.В. тата В.Н.Волковсем, М.Иванов пулчĕç. Г.Анисимов вăрçă ветеранĕ халăх умĕнче тав сăмахĕ каларĕ, вăрçă чухнехи йывăр пурнăç çинчен аса илчĕ.

Кавал ял администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Ильич пухăва пынă çынсене кăçал Чăрăшçырмара та газ çунма пуçламалли çинчен пĕлтерчĕ, асфальт сарнă çул тума тата кашни киле шыв кĕртмелли проект тăвасси çинчен шантарчĕ. Çавăн пек вăл кашни уйăхрах яла килсе çынсемпе тĕл пулса калаçать, вĕсен пурнăçне лайăхлатас тесе тăрăшать. Ял халăхĕ пухура нумай ыйтусем çĕклерĕ, çĕрсем пушă тăнăшăн пăшăрханаççĕ, ялта хуçа çукки начарри çинчен те каларĕç. Хальхи вăхăтра Р.Мишина лавккапа килсе суту-илỹ тунăшăн савăннине пĕлтерчĕç.

В. МАКАРОВ,

пенсионер.

Чăрăшçырма ялĕ.



02 апреля 2005
00:00
Поделиться