Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнĕ ăрушăн

о Патшалăх Канашне янă Çырупа паллашнăхыççăн

Çĕнĕ ăрушăн

"Учитель профессийĕ Чăваш Енре чи сумлă тата нумай ĕç укçи илекен професси пулса тăмалла. Учителĕн хăйĕн те çав критерисене тивĕçтермелле", - тесе палăртнă республика Президенчĕ Патшалăх Канашне янă Çырура. Ăна вăл 2005 - 2008 çулсенче татса пама тĕллев лартнă. Палăртнисем пурнăçланасса вара пур вĕрентекен те кĕтет ĕнтĕ. Çакă вара пире ĕçре татах та хавхалантарса пырасса шанас килет. Мĕншĕн тесен чăваш çынни хăйне шанса панă ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлама юратать. Педагогика ĕçченĕсем _ пушшех те. Мĕнле çынна вĕрентсе воспитани парса çитĕнтерен, вĕсен ĕçĕнчен пуçланать-çке çĕр-шывăн пуласлăхĕ. Ачасемшĕн чи малтан хамăрăн ырă тĕслĕх пулса тăмалла. Вĕсене ашшĕ-амăшĕн лайăх енĕсене илме хăнăхтармалла. Лайăх та ăнăçуллă ĕçлеме хамăрăн çав тери нумай пĕлмелле.

З. ПУКЛАКОВА,

районти вĕрентỹ пайĕн

методисчĕ.



06 апреля 2005
00:00
Поделиться