Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Акцие хутшăнса

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Акцие хутшăнса

Аслă Çĕнтерỹ юбилейне халалласа республикăра "60 ырă ĕç" акци пырать. Арапуçĕнчи вăтам шкулта та акцие хутшăнса тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелетпĕр.

Вăрçă участникĕсем патне саламлă открыткăсем яратпăр. Шкулти тимуровецсем ветерансен килĕсене кайса пулăшу параççĕ, пархатарлă ĕç тăваççĕ. Саккăрмĕш класра "Манăн килти орден" урок ирттерчĕç, вĕсем урока Г.Чернов фронтовика чĕннĕ. 5 класс ачисем Н.Григорьев вăрçă участникĕпе ирттернĕ тĕл пулура ветеран хăрушă вăрçăн вут-çулăмлă кунĕсене аса илчĕ. В.Теплов фронтовик - 2-4-мĕш классенче вĕренекенсен кĕтнĕ хăни. Вăл вĕсене тăшмана çĕнтерессишĕн фронтра кашниех хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр çапăçни çинчен каласа пачĕ.

Шкулта Çар Мухтавĕн кĕнекине хатĕрлеме тытăннă. "Пирĕн ялти палăксем" тĕпчев ĕçĕсем пыраççĕ. Ачасем Арапуç участок больницин Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи ĕç-хĕлне тĕпчеççĕ.

Ялта Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн хăйсен мĕн пур вăй-халне панă хĕрарăмсем халĕ 28-ăн пурăнаççĕ. Шкул дирекцийĕпе "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Арапуçĕнчи пуçламăш организацийĕ хĕрарăмсен тĕл пулăвне йĕркелерĕç. Хĕрарăм-ветерансенчен çурри ытла килчĕ çак мероприятие. Вĕсен хушшинче 80 çултан иртнисем те, шкула 30 çул килсе курманнисем те пур. Шкул директорĕ Л.Кузьмин шкулăн иртнипе хальхи пурнăçĕ тата малашлăхĕ çинчен каласа пачĕ. Хĕрарăмсем классене кĕрсе курчĕç, вĕренмелли условисем лайăххипе савăнчĕç.

Арапуç ял администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.Иванов Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕ çывхарса килни, ветерансене паракан çăмăллăхсем çинчен ăнлантарса пачĕ. Хĕрарăмсем нумай ыйтусем çине тулли хуравсем илчĕç.

С. ТЕПЛОВА,

вĕрентекен, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин

Арапуçĕнчи пуçламăш

организацийĕн секретарĕ.



06 апреля 2005
00:00
Поделиться