Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Моряк пулнишĕн савăнатăп

о Çар службине - контрактпа

Моряк пулнишĕн савăнатăп

Тикашри Александр Квасов салтака кайнăранпа кăçалхи май уйăхĕнче икĕ çул çитет. Канашри призывниксене пухакан пунктра медицина комиссийĕ тухнине паянхи пекех астăвать вăл. Кунта виçĕ кун пулнă хыççăн ăна, ытти çамрăксемпе пĕрле, Мурманск облаçĕнчи Североморск хулине виçĕ уйăхлăха вĕрентỹ пунктне илсе каяççĕ. Моряк тумне тăхăнсанах вăл хăйне çĕр-шывăн чăн-чăн сыхлаканĕ пек туйма тытăнать, çирĕп вăй-халлă каччă пек туять. Тинĕсри служба килĕшнипех ĕнтĕ служба срокĕ тухмасăрах виçĕ çула контракт çырать.

Иртнĕ уйăхра вăл яла отпуска килчĕ. Унпа курса калаçма тỹр килчĕ.

"Виçĕ уйăх каялла çеç-ха Францирен таврăнтăмăр. Атлантика тинĕсĕнче Франци морякĕсемпе пĕрле 45 кун пĕрлехи вĕрентỹ ирттертĕмĕр. Адмиралсем пĕлтернĕ тăрăх вĕрентỹ çỹллĕ шайра иртнĕ. Каялла таврăннă чухне Франци тĕп хулине - Парижа - кĕрсе куртăмăр. Виçĕ кун хушшинче хулан паллă вырăнĕсемпе паллашрăмăр. Пире пур çĕрте те ăшшăн кĕтсе илчĕç, лайăх ăсатса ячĕç. Эпир "Чебоненко адмирал" карап çинче пурăнтăмăр. Ку карап çинче службăна контракт йĕркипе юлнă чăваш каччисем пиллĕкĕн. Юнашарти "Левченко адмирал" карап çинче те пур пирĕн янташсем. Карапĕсем вара темиçе те, çĕр-шыв чиккисене сыхă хураллатпăр. Службăна контракт йĕркипе юлнăшăн пĕрре те кулянмастăп, савăнатăп кăна. Условисем пур енĕпе те лайăх. Боцман должноçне йышăнатăп. Укçа енчен шутласан, уйăхне 18-23 пин тенке ларать. Апат лайăх çитереççĕ. Пурăнасса Североморск хулинче хваттерте виççĕн вырнаçнă. Хваттере каймасан карап çинчех кубриксем пур. Кашни кунах ирхине 7 сехетрен пуçласа 19 сехетчен ĕçре пулатпăр, карапа пăхса тăратпăр. Малалла вĕренес тесен те майсем çителĕклĕ, мичмана вĕренме пулать, çур çул вĕренсен звани параççĕ. Карапне кура çулталăкра 51 кун таран отпуска яраççĕ.

Юлашки вăхăтра служба срокне татса таврăннисем пирĕн пата контракт йĕркипе нумай килме пуçларĕç.

Пĕр сăмахпа каласан, службăна контракт йĕркипе кайни çамрăксене пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илме, ялти пек ĕçсĕрлĕхрен хăтăлма май парать", - тет хăйĕн шухăшне пĕлтерсе А.Квасов моряк.

А. ВАСИЛЬЕВ,

районти çар ĕç

комиссариачĕн ĕçченĕ.



06 апреля 2005
00:00
Поделиться