Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Нихăçан манăçми паттăрлăх

Нихăçан манăçми паттăрлăх

Тăван çĕр-шыв çине Çĕнтерỹ хĕвелĕ ялкăшса хăпарнăранпа кĕçех 60 çул çитет. 1945 çулхи майăн 9-мĕшĕ çав-çавах пирĕн халăхăн ăс-тăнĕнче нихăçан та тĕксĕмленсе манăçа тухас çук.

Çĕнтерỹ кунĕ çывхарса пынă май аса илмеллисем темĕн чухлех. Этем чĕринчи суран паян кун та ыратма, сурма чарăнман. Районти тĕп библиотекăра вăрçă ветеранĕпе тĕл пулу иртрĕ. Аслă классенче вĕренекен ачасене хăйĕн вăрçă çулĕсемпе В.Андреев паллаштарчĕ. Вăл Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче 1926 çулта çуралнă, 15 çултах ăна ял Совет секретарьне лартнă, унтанпах Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçине илсе кайнă. Пĕр çапăçура ăна амантаççĕ. Вăрçă вăхăтĕнчи хаяр çапăçусене аса илчĕ ветеран, юлташĕсен паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл "Хисеп палли", Отечественнăй вăрçă II степень орденĕсем, нумай медальсем илме тивĕç пулнă. Вăрçă хыççăн тĕрлĕ яваплă вырăнсенче вăй хунă, вăл шутран 1970 çултан пуçласа 1987 çулччен пĕр улшăнмасăр район хаçачĕн редакторĕнче тăрăшнă. Халĕ тивĕçлĕ канура. Ỹсекен ăрăва патриотизмла воспитани парас енĕпе нумай ĕçлет.

Тĕл пулăва хутшăннисем вăрçă темипе çырнă кĕнекесен выставкипе паллашрĕç. Библиотека ĕçченĕсем "Пирĕн янташсем - вăрçăра çапăçнисем" тата "Их именами названы улицы" электронлă презентаци ирттерчĕç. Вăрмар поселокĕнче 1996 çулта майăн 9-мĕшĕнче Çĕнтерỹ кунне уявланине видеофильм пăхрĕç.

Вăрçă чарăннăранпа çулсем чылай иртрĕç пулин те, паянхи çамрăксене библиотекăри тĕл пулу килĕшрĕ.

Э. ДЕМЬЯНОВА,

библиотекарь



06 апреля 2005
00:00
Поделиться