Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тăвансемпе мухтанатăп

Тăвансемпе мухтанатăп

Георгий Иванович Иванов - манăн асаннен аппăшĕн мăшăрĕ. Вăл - Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ. Кивĕ Вăрмар ялĕнче 1921 çулхи мартăн 13-мĕшĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çемьере вĕсем улттăн пулнă. Ялти шкулта çичĕ класс вĕренсе пĕтерсен, Георгий Иванович Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче столяр пулса ĕçлет. 1939 çулта ăна Мурманск облаçĕнчи Кандалакша хулинчи сĕтел-пукан фабрикине ĕçлеме яраççĕ. Унта вăл столяр пулса тăрăшать. 1940 çулхи сентябрь уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çар ретне илеççĕ. Унăн служби Мускав хулинче иртет. Салтакра вăл полк шкулĕнче кĕçĕн командирсен курсĕнче вĕреннĕ. Чипер пурнăçпа пурăннă вăхăтра салтаксене хăрушă хыпар пĕлтереççĕ: вăрçă пуçланнă! Çамрăк салтаксене Смоленск хули патне яраççĕ. Зенитчиксен ротине лекет Иванов. Вырăссен вăйсем çитеймеççĕ-ха фашиста хăваласа яма. Тăшман вырăс салтакĕсене каялла хăвалама тытăнать. Мускав çывăхĕнче чарăнать вырăс çарĕ. Дивизие çын хушсан вĕсем каллех фашистсене хирĕç тухнă. Курск-Орлов пĕккинче çапăçни унăн асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. Ун чухне Иванов зенитчик пулнă, çавăнпа та вăл çав хĕрỹ çапăçу вăхăтĕнче миçе самолета персе антарман-ши? Çĕнтерỹ те çывхарса килнĕ. Ăна вăл Берлин хулинче кĕтсе илнĕ.

Вăрçă иртрĕ, анчах та Иванов Польшăра, Украинăра, Белоруссире пулса иртнĕ кашни çапăçăва астăвать. Вăрçă пĕтсен те тỹрех киле килеймест паттăр салтак. Киле вăл 1946 çулхи май уйăхĕнче çеç таврăнать.

1948 çулта ялти Алевтина Григорьевна Григорьевăпа çемье çавăраççĕ. Вĕсем 3 хĕр ỹстерсе çитĕнтернĕ, пурте çемьеллĕ.

Фронтран таврăнсан Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче столяр пулса ĕçлет. Унтан сельпора пекарня заведующийĕ пулса вăй хунă. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна "Ĕç ветеранĕ" медальпе тата нумай-нумай грамота-дипломсемпе чысланă. 1981 çулта вăрçă ветеранĕ тивĕçлĕ канăва каять.

Унăн кăкăрĕ çинче "Аслă Отечественнăй вăрçăн" II степеньлĕ орден тата тĕрлĕ çапăçусенче паттăрлăх кăтартнăшăн панă 12 медаль, тĕрлĕ знаксем тивĕçлипех хăйсен вырăнне тупнă.

Халĕ Георгий Иванович мăшăрĕпе тата Елена хĕрĕпе пурăнать. Вĕсене выльăх-чĕрлĕх пăхма, пахча-çимĕç çитĕнтерме ачисемпе мăнукĕсем тăтăшах пулăшса тăраççĕ.

Мăнукĕсем те кукашшĕне питĕ хисеплеççĕ, унăн паттăрлăхĕ çинчен каласа панине пысăк кăмăлпа итлеме юратаççĕ.

В. ЛАРИОНОВ,

Кивĕ Вăрмарти

вăтам шкулта

11 класра вĕренекен.



06 апреля 2005
00:00
Поделиться