Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юбилее халалласа

о Культура

Юбилее халалласа

Кавалти культура çуртĕнче Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалласа концерт лартса пачĕç. Культура çуртне халăх нумай пуçтарăннă. Ара, концертсем сахал пулаççĕ çав кунта. Çулталăкĕпе те пĕрре-иккĕ çеç темелле. Хамăр, Кавал артисчĕсене курса савăнатпăр вĕт.

Малтанах хор "Спасибо вам, фронтовики", "Грянул внезапно гром над Москвой", "Чун юрри" юрăсене юрларĕ. Унтан Т.Романова Вениамин Туртуш çырнă "Юн чĕнет тавăрма" сăвва чуна хумхантармалла вуласа пачĕ. Концертра ытларах вăрçă çинчен çырнă юрăсем пулчĕç. Акă, Н.Кожанов "Что значит песня для солдата", В.Табаков хăй çырнă "Ветеран, сывă пул эс ялан" юрăсене юрлани куракансене вăрçă вăхăтĕнчи кунсене аса илтерчĕç, хурлантарчĕç. Ытти юрăсене юрлани те питех те килĕшрĕ куракансене. Акă, Р.Максимов юрланă "Мĕнле пире чĕнме манман", "Аннене" юрăсем тыткăна илчĕç. Т.Григорьева та концерта активлă хутшăнчĕ, пĕччен юрланă "Вĕçен кайăк", "Тучи в голубом" юрăсем те питех те килĕшрĕç.

Кавал шкулĕ тата культура çурчĕ çумĕнче "Эревет" ансамбль вăй илсе пырать. Çак музыка ушкăнĕнче тăракан Т.Авакова, А.Веселовская, Е.Маслова, М.Иванова, А.Александров, Д.Григорьев тата А.Владимирова нумай юрăсем юрласа пачĕç. В.Табаков çырнă "Кавал шкулĕ", "Кавал ялне кил" юрăсене, "Ачалăх", "Тачанка" юрăсене ăста шăрантарчĕç. Сассисем вĕсен илемлĕ, янăравлă.

Хĕрарăмсен ушкăнĕ - Т.Григорьева, А.Стекольщикова тата Г.Иванова "Саламлатăп сана", "Колечко" тата вăрçă çинчен темиçе юрă юрларĕç. Е.Петроградская вара "Кĕрхи пилешсем" юрра хитрен шăрантарчĕ.

Çемье ансамблĕ те пур культура çурчĕ çумĕнче. Акă Маргарита тата Владимир Табаковсем "Что тебе подарить" юрра юрласа пачĕç, чылайччен алă çупрĕç куракансем.

Ташăсене те ăста ташлаççĕ Кавал артисчĕсем. Чăваш ташшине пысăк çĕкленỹпе, хĕрỹллĕ ташласа пачĕç вĕсем. А.Кожанова тутар ташшипе кăмăла çĕклерĕ.

Концерта М.Табаковапа Т.Таратина ăста ертсе пычĕç.

Концерта хатĕрлесе ăна ирттерме А.Кожановапа В.Табаков нумай вăй хунă, тăрăшнă.

Кăмăллăн саланчĕç Кавалсем килĕсене. Вĕсем артистсене, концерта хатĕрлекенсене тав турĕç, малашне те халăха концерт-спектакльсем лартса парса савăнтарма ыйтрĕç.

В. ТУРТУШОВ,

обществăлла корреспондент.

Кавал ялĕ.



06 апреля 2005
00:00
Поделиться