Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Çулталăк учителĕ - 2005"

о Президент стипендиачĕсем

"Çулталăк учителĕ - 2005"

Учитель... Çак сăмах кашни çыннăн чĕринче чи ырă туйăмсем çуратать. Учитель ĕçĕ хисеплĕ те пархатарлă. Вĕсем ачана шкулта ăс парса вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма пулăшаççĕ. Çавăнпа та учителĕн ĕçне кашни çын хăй чунĕпе ăнланса, лайăх тишкерсе хак пама пултарать. Вĕрентекен хăйĕн мĕн пур пĕлĕвне, пултарулăхне ачасене парас тесе тăрăшать. Вăл урокран урока ачасене асам тĕнчине илсе кĕрсе тĕрлĕ енлĕ пĕлỹ парса тĕлĕнмелле пысăк ăсталăхне кăтартать. Кашни ачан чунне ăнланса, унăн çитĕнĕвĕсемпе пĕрле савăнса, кунран-кун çĕнĕ ỹсĕмсем патне вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пĕрле утса пыни епле лайăх-çке вăл. Çавăн пек вĕрентекенсем шкулта тăрăшса ĕçлесен çеç пирĕн çамрăк ăру чылай пултаруллăрах пулма пултарать те ĕнтĕ.

Учитель ĕçĕ çăмăлах мар, апла пулин те хисеплĕ. Çав хисепе ачасемпе ашшĕ-амăшĕ те учителе тавăрса пама пултарсан çеç вăл хăйĕн ĕçĕпе кăмăллă юлать. Ман сăмахăм чăн-чăн хисепе тивĕçлĕ çын Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта технологи предметне вĕрентекен С.Антонов учитель çинчен.

Сергей Николаевич 1992 çулта Вăрмарти вăтам шкулăн 11 класĕнчен вĕренсе тухсан ним шутласа тăмасăрах И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн технологипе предпринимательство факультетне вĕренме кĕрет. Тăрăшуллă студент институтра та лайăх паллăсемпе кăна вĕреннĕ. Институт пĕтерсенех вăл хамăр районти Энтриялĕнчи вăтам шкулта технологи предметне вĕрентме пуçлать.

Пурнăç сукмакĕ ăна 2000 çулта Кивĕ Вăрмарти вăтам шкула илсе çитерет. Пултарулăхне кура шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен заместительне лартаççĕ. Хăйĕн ĕçне чунтан парăнса туни, ачасене юратни унăн ĕçĕн чи лайăх енĕсем.

Ахальтен мар ĕнтĕ ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн республикăри çамрăксен представителĕсене пултарулăхри пысăк ăнтăлушăн стипендисем парасси çинчен калакан хушăвĕпе килĕшỹллĕн С.Антонов 2-мĕш çул Президент стипендине тивĕçнĕ. Ачасем те ăна чунтан хисеплеççĕ, унран тĕрлĕ канашсем ыйтаççĕ. С.Антонов йĕркеленипе шкулта гитаристсен кружокĕ те аван ĕçлет тата вăл шкулти КВН ушкăнне ертсе пырать, ачасене пĕр-пĕринпе туслă пулма, сцена çинче хăйсене хăюллăн тыткалама кирлине вĕрентет. Сергей Николаевич пĕлỹ панипе ачасем кашни çулах КВН çĕнтерỹçисем пулса тăчĕç. Районта кăна мар, республикăра та "Ветра" ушкăн чи малти вырăнсене йышăннинче С.Антоновăн пултарулăхĕ куç кĕрет.

"Çулталăк учителĕ-2005" конкурса хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Районти 15 учитель хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç çак конкурсра. С.Антонов çĕнтерỹçĕ пулса республикăри конкурса хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ. Вăл конкурсри пур номинацисенче те хăйĕн пысăк ăсталăхĕпе, анлă тавракурăмĕпе, çĕнĕ меслетсене ăста пĕлнипе чи малти вырăнсене йышăнчĕ. Сăмахран, "Вĕрентекен-ертỹçĕ" номинацире вăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 60 çул çитнĕ ятпа хатĕрленĕ лекцинче Сталинград патĕнчи çапăçу çинчен питĕ интереслĕ, хумханмалла, тĕрлĕ сăн ỹкерчĕксемпе усă курса каларĕ. Эпир, шкул ачисем, хамăр шкулти учитель çак конкурсра çĕнтернĕшĕн чунтан савăнатпăр. Унăн ăс-тăн пултарулăхĕ - иксĕлми.

Я. ПЕТРОВА,

11 класра вĕренекен.

Кивĕ Вăрмар шкулĕ.



09 апреля 2005
00:00
Поделиться