Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шыв-шуртан сыхланма

о Район администрацийĕнче

Шыв-шуртан сыхланма

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров çурхи шыв-шур тĕрлĕ объектсене çĕмĕрсе, юхтарса каясран тата пулма пултаракан ытти инкексенчен хỹтĕленес тĕллевпе вăраха ямасăр пурнăçламалли ĕçсем çинчен ятарлă йышăну кăларнă. Шыв-шура хирĕç кĕрешме районта комисси туса хунă. Унăн председателĕ пулма район администрацийĕн пуçлăхĕн заместительне Н.Яковлева çирĕплетнĕ.

Поселок тата ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене, ял хуçалăх тата промышленность предприятийĕсен, организацисемпе учрежденисен руководителĕсене халăх хуçалăх объекчĕсене çурхи шыв-шуртан сыхласа хăварас тĕлĕшпе васкавлă мерăсем йышăнма, дежурнăй бригадăсем йĕркелесе вĕсене кирлĕ техникăпа çирĕплетме, строительство материалĕсен сапасне туса хума хушнă. Уйрăмах пĕвесемпе кĕперсене, тасатакан сооруженисемпе канализаци системисене, фермăсене, машинăпа трактор паркĕсене, тырăпа минераллă удобренисен склачĕсене, артезиан скважинисене, пурăнмалли çуртсемпе вĕсем патне пыракан çулсене сыхласа хăвармаллине палăртнă.

Хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен руководителĕсене çурхи шыв-шур пуçланиччен çунтармалли-сĕрмелли, строительство материалĕсем, минераллă удобренисем, вăрлăх, выльăх апачĕ кирлĕ чухлĕ турттарса хума хушнă.

А. Хованский



09 апреля 2005
00:00
Поделиться