Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Суту-илỹ çурчĕ уçăлчĕ

о Потребкоопераци

Суту-илỹ çурчĕ уçăлчĕ

Вăрмар поселокĕ кунсерен тенĕ пекех илемленсе, капăрланса пырать. Поселокăн тĕп урамĕнче юлашки çулсенче çĕнĕрен те çĕнĕ, капмар, хăтлă çуртсем хăпарса пыраççĕ, хăйсен илемĕпе иртен-çỹренсене илĕртеççĕ, тĕрлĕ йышши тавар илме йыхăраççĕ. Чăвашпотребсоюзăн Вăрмар райповĕ çанă тавăрса тăрăшнипех "Заря" гастроном та, пĕр хутлă пулнăскер, юсав тунă хыççăн, икĕ хутлă, Европа шайне çитернĕ, хăтлă, хуларинчен пĕртте кая мар, лавкка пулса тăчĕ. Унтан ветеринари аптеки, "Кулинария" магазин тата ыттисем те. Акă, маларах хуçалăх таварĕсем сутнă, унтан музей пулнă, архитектура енчен хăйне майлă çуртра райпон янăравлă сасăллă илтĕнекен "Лидер" ятлă суту-илỹ çурчĕ уçăлчĕ Њỹкерчĕк çинчеЌ. Çакăн йышши лавкка уçăлни поселокра, районта пурăнакансемшĕн чăн-чăн парнех пулчĕ темелле. Çак мероприятие райпо совечĕн членĕсем, ĕçченĕсем, районти предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, поселокра пурăнакансем активлăн хутшăнчĕç. Хĕрлĕ хăйăва райпо совечĕн председателĕпе К.Никитинпа правлени председателĕ Л.Шашкина касрĕç. Унтан тин юсав туса çĕнелнĕ лавкка хăйĕн хăнисене пĕрремĕш хут хапăлласа кĕтсе илсе йышăнчĕ. Лавккара тасалăх, тирпейлĕх, хăтлăх хуçаланать. Пĕрремĕш залĕнче сĕтел-пукан сутмалли салон тунă. Кунта çывăрмалли пỹлĕм, кухня, прихожăй валли гарнитурсем, шкафсем, вĕренекенсем валли шкул кĕтесĕсем, пукансем тата ытти те вырнаçнă. Тепĕр залĕнче çитес вăхăтра тĕрлĕ йышши аудио, видео, тата, урăхларах, каласан, килте усă курмалли техника вырнаçтармалла. Çакăн пек лавкка уçăласса районта пурăнакансем тахçанах кĕтнĕ. Акă кĕтнĕ вăхăчĕ те çитрĕ-çитрех. Çĕнĕ лавккаран пĕрремĕш япала туянакан Н.Ульянова пулчĕ. Алли çăмăл пулчĕ пулмалла. Кĕске хушăрах çывăрмалли пỹлĕм валли гарнитур та хăвăрттăн сутăнчĕ, унтан тата, тата...

Суту-илỹ çурчĕ уçăлнă ятпа килсе çитнĕ çынсене райпон çăкăр завочĕ, обществăлла апатлану предприятийĕ туса хатĕрленĕ тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç, хăнасем кăмăллă юлчĕç, сутуçăсене çĕнĕ лавккара çĕнĕ ỹсĕмсем тума сунчĕç.

В. ГУРЬЕВА.



09 апреля 2005
00:00
Поделиться