Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ветеран парни

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Ветеран парни

Вăрмар районĕн музейне ĕçпе вăрçă ветеранĕ Н.Сапаркин кĕрсе тухрĕ.

- Хамăн япаласене музей фондне парасшăн. Аслă Çĕнтерỹ юбилейĕ тĕлне çакă манăн парне пултăр, йышăнатăр-ши? - терĕ вăл сăпайлăн.

Хĕрлĕçыр чăвашне, район пульницинче нумай çул ĕçленĕ тухтăра Вăрмарсем лайăх пĕлеççĕ. Чирлисенчен чылайăшĕ ун патĕнче сипленнĕ, çамрăккисем ăшă кăмăлĕшĕн, çула уйăрмасăр пĕр танлăн калаçнăшăн хисеплеççĕ.

Николай Яковлевич музей фондне пуянлатма çарпуçĕсен аса илĕвĕсене-мемуарсене - 13 кĕнеке илсе килнĕ. Полк командирĕ алă пусса панă Тав хучĕсем тăрăх медицина службин лейтенанчĕн Н.Сапаркинăн вăрçăри çул-йĕрне пĕлетĕн. Кăкăр çинчи Тăван çĕр-шыв вăрçин виçĕ орденĕ, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата ытти медальсем вăл хăрушă вăрçăра салтак тивĕçне чыслăн та паттăррăн пурнăçланине çирĕплетеççĕ.

Н.Сапаркин музей директорне В.Цыфаркина "Горловская дважды Краснознаменная" ятлă кĕнеке те парнелерĕ. 126-мĕш страницăра пирĕн янташ пирки çапла çырнă: "690-мĕш стрелковăй полкри виççĕмĕш батальонăн санитари врачĕн командирĕ, медицина службин лейтенанчĕ Н.Я.Сапаркин аманнисене пирвайхи пулăшу парассине тата вĕсене çапăçу хирĕнчен илсе тухассине лайăх йĕркеленĕ. Икĕ санитар стройран тухсан, вут-çулăм айĕнче хăй пулăшу парса аманнă 22 салтака хĕç-пăшалĕсемпех çапăçу хирĕнчен илсе тухнă".

- Çамрăк ăру пирĕн пирки пĕлсе Тăван çĕр-шыва юратма вĕрентĕр, ăна сыхлама яланах хатĕр пултăр, - тет Н.Сапаркин ветеран.

Т. ЦЫФАРКИНА.

ЧПУ студенчĕ.



09 апреля 2005
00:00
Поделиться