Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Янра, хут купăс, савăнăçлă тусăм!"

о Республика кунĕ умĕн

"Янра, хут купăс, савăнăçлă тусăм!"

тесе ахальтен каламан ĕнтĕ мĕн ĕлĕкрен. Унăн уçă та янăравлă сасси темле хуйхăна ỹкнĕ çынна та пуçне çĕклеме хистет. Пурнăçпа туллин киленсе пурăнакансем вара хăйсем те савăнма пĕлеççĕ, çыннăн кăмăлне те çĕклеме пултараççĕ. Çакăн пек çынсем пуçтарăнчĕç те ĕнтĕ иртнĕ канмалли кун район центрне. Районти ял администрацийĕсенчи клубсемпе культура çурчĕсенчен, поселокри культурăпа кану çуртĕнчи ĕçченсем, поселок, ял çыннисем килнĕ хăйсен пултарулăхĕпе халăха савăнтарма. Пĕринчен тепри маттур: сăвă каласа ташлакансем те, халăх юррисене шăрантаракансем те, хут купăсçăсем те. Кавал ялĕнчи В.Табаков купăсçăна районта пĕлмен çын çук та пулĕ. Тикашсен, Урнарсен, Пысăкенккассисен пултарулăхне те куракансем çав тери хакларĕç. Ку мероприятие Çĕрпỹ районĕн купăсçисем те хутшăчĕç. Чылайччен савăнтарчĕç вĕсем халăха. Купăсçăсемпе юрă-ташă ăстисене, куракансене хавхалантарса райпон обществăлла апатлану предприятийĕ шашлыкпа тата хăйсем туса кăларнă тутлă апат-çимĕçпе сăйларĕç.

Юлашкинчен, мала тухнисене парнесемпе Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕç.

А. НИКОЛАЕВА.



09 апреля 2005
00:00
Поделиться