Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Юбилее халалланă

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Юбилее халалланă

Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 60 çул çитнине тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленсе Эçпепе клубĕнче те тĕрлĕрен мероприятисем ирттересси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çакна палăртма кăмăллă: клуб заведующийĕ Г.Иванова тăрăшнипе кунта хăтлăх кĕртнĕ. Культура керменĕн сăн-сăпачĕ тĕпренех çĕнелсе улшăннă. Клубăн шалти тата тулти стенисене çĕнĕрен шуратнă. Усал чышкăпа тĕкĕнсе ватнă-çĕмĕрнĕ паллăсем пачах çук. Шалти пỹлĕмĕсенче йĕркелĕх, тасалăх хуçаланать. Кăмакасене куçарса урăх çĕре вырнаçтарнă, пỹлĕмсенче, залра çут çанталăк газĕ ăшăтать.

- Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 60 çул çитнине тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Картишĕнчи палăк тавра, епле пулсан та, тимĕр карта тытасчĕ-ха, - пĕлтерет Галина Даниловна.

Паян та акă клубра интереслĕ мероприяти пулмалла, Кĕтеснерсем килмелле.

Тепĕр самантран клуб умне икĕ çăмăл машина çитсе чарăнчĕç, вĕсен уçă алăкĕсенчен кĕтнĕ хăнасем тухса клубалла çул тытрĕç. Кăштах вăхăт иртсен хăнасен концерчĕ пуçланчĕ. Залра ларакансем вĕсене тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Хор программи чăннипех те пуян, тĕрлĕ енлĕ: ушкăнпа е пĕчченшерĕн юрлаççĕ-и  - залра ларакансен кăмăлне тивĕçтереççĕ. Юрăсем чăвашлисем те, вырăслисем те кăмăла килентереççĕ. Музыка инструменчĕсем тивĕçлĕ вырăн йышăнаççĕ, ăста янăраççĕ.

Куртăмăр ĕнтĕ, Кĕтеснерти культура çурчĕ, унăн пуçлăхĕ Н.Генина Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине кĕтсе илме тухăçлă, нумай енлĕ хатĕрленет. Кунти пултарулăх руководителĕ А.Скворцов, С.Скворцова библиотекарь, тата ыттисем ку ĕçре хастарлăх кăтартаççĕ.

А. ПЕТРОВ,

ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

Эçпепе ялĕ.



09 апреля 2005
00:00
Поделиться