Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çар врачĕ

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Çар врачĕ

Кивĕ Вăрмар ялĕ çар çыннисемпе пуян, генералсем çук пулин те унтан тухнă подполковниксемпе полковниксем çителĕклех. Çавсен хушшинче çар врачĕсем те пур. Вĕсем Аслă Отечественнăй вăрçăра салтаксен сывлăхĕшĕн, пурнăçĕшĕн çине тăрса кĕрешнĕ. Çар врачĕ... Çак сăмахăн пĕлтерĕшĕ мĕнле пысăк. Вĕсенчен пĕри Киввăрмарсем - медицина службин гварди подполковникĕ Михаил Александрович Финдюков. Вăл 1913 çулта çуралнă. 1939 çулта Хусанти медицина институтне вĕренсе пĕтернĕ. Çав çулах Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Малтанах çăмăл артиллери полкĕн санитари службин начальникĕ пулнă, кашни подразделение çитсе салтаксене мĕнле апатпа тăрантарнине, вĕсен сывлăхĕпе интересленсех тăнă, нумай пулăшнă, тăрăшнă, офицерсене кирлĕ сĕнỹсем панă. Çавăншăн ăна пурте хисепленĕ, мухтанă. Унăн профессиллĕ ăсталăхне, пултарулăхне кура медицинăпа санитарин 85-мĕш батальонне врач-хирург пулса ĕçлеме янă. Куç хупман каçсемпе йывăр операцисем мĕн чухлĕ пулман-ши? Миçе çар çыннине вилĕм аллинчен туртса илмен-ши пирĕн янташ. Паллах, ăна шутласа кăларма йывăр. 1940-1941 çулсенче 602-мĕш мотострелковăй полкра медицина уйрăмĕн начальникĕнче врач тата çар тивĕçĕсене пурнăçланă. Çав полк составĕнче Аслă Отечественнăй вăрçа кĕнĕ. 1941 çулхи июлĕн 7-мĕшĕнче ăна сулахай уринчен амантнă. Малтан виçĕ уйăх Днепропетровскри, унтан Краснодар хулинчи госпитальсенче сывалнă. Сывалса тухнă хыççăн Михаил Александрович Сталинград хулинчи автобронетанковăй центрта, унтан танкистсен 49-мĕш бригадин полкĕнче аслă врач пулса çапăçнă. Кунта вăл мĕн чухлĕ салтака, офицера сыватса каялла çапăçу хирне хаяр тăшмана хирĕç кĕрешме ăсатман-ши, миçе çын пурнăçне çăлса хăварман-ши? Çапла вара çар врачĕ М.Финдюков çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçланă, Çĕнтерỹ шанчăкне ỹстерсе пынă. Курс пĕкки. Кам пĕлмест пулĕ ăна? Мĕн чухлĕ паттăрлăх, тỹсĕмлĕх. Кашниех пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă, каялла чакман, малаллах ыткăннă. Çар врачĕ те кунне-çĕрне пĕлмесĕр тăрăшнă, кашни çын пурнăçĕ уншăн питĕ хаклă пулнă тата ăна çапла пулма врач чĕри, çынна питех те юратни хушнă, йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшнă.

М.Финдюковăн пултарулăхне кура 1941-1942 çулсенче танкистсен 49-мĕш полкăн аслă врачĕ пулма яраççĕ.

1942-1943 çулсенче медицинăпа санитари врачĕн командирĕ. Кирек ăçта та вăл хăйĕн пултарулăхĕпе, ăсталăхĕпе, çынлăхĕпе палăрса тăнă.

1943 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа малтан Воронеж, унтан пĕрремĕш Белорусси фронтĕнче вăрçă пĕтичченех, танкистсен 49-мĕш бригадинче санитари службин начальникĕнче вăй хунă. Кайран çав бригадăран гвардеецсен танкистсен 64-мĕш бригади туса хунă.

1948 çулта ГДРтан Совет Союзне каялла таврăнсан, пĕр çар чаçĕнче медицина уйрăмĕн начальникĕнче тăрăшнă. Хăйĕн профессиллĕ ăсталăхне ỹстерсех пынă. 1953-1961 çулсенче Кавказ леш енчи çар округĕнче офтальмологи уйрăмĕн начальникĕ пулнă. Михаил Александрович çар медицинин службинче тỹрĕ кăмăлпа, чунне парса, пĕтĕм вăйран кĕрешнĕ. Çавăншăн вăл çĕр-шывăн пысăк наградисене тивĕçлĕ пулнă. Михаил Александрович подполковника II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе, икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, тата нумай медальсемпе наградăланă.

Отставкăна тухсан нумай çул хушши Шупашкар хулинче строительсен поликлиникинче тĕп врач пулса вăй хунă.

Питех те шел, халĕ вăл пирĕн хушăра çук, ăна çĕр-аннĕмĕр хăй патне йышăннă.

А. АЛЕКСАНДРОВ.

Кивĕ Вăрмар ялĕ.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться