Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул-йĕр çинче яваплăха туйса

о ГИБДД асăрхаттарать

Çул-йĕр çинче яваплăха туйса

2005 çулăн малтанхи виçĕ уйăхĕ иртсе кайрĕ. Çак вăхăтра район территорийĕнче çулпа транспорт инкекĕ пĕрре пулнă, пĕр çын вилнĕ.

ГИБДД сотрудникĕсем çулсем çинчи хăрушсăрлăха, водительсен дисциплинине çирĕплетессипе, ăнлантару ĕçне вăйлатассипе çине тăрса кĕрешеççĕ пулсан та, руль умĕнче ỹсĕр çынсем çав-çавах тĕл пулаççĕ тата сахал та мар. Виçĕ уйăхра руль умне ỹсĕр ларса çула тухнă 46 водителе тытса чарнă. Вĕсенчен 3-шĕнне водитель удостоверенийĕсене туртса илнĕ, ыттисене тĕрлĕ майпа явап тыттарнă.

Руль умĕнчи ỹсĕр водитель хăйĕншĕн çеç мар, пассажирсемпе ыттисемшĕн те хăрушă çын. Вăл çав тери пысăк инкек тата сиен кỹме пултарать. Çавăнпа вĕсенчен питĕ сыхă пулмалла.

Хальхи вăхăтра автомототранспорт хатĕрĕсен патшалăх техосмотрĕ пырать. Унта мототранспорт хуçисенчен хăшĕ-пĕрисем хутшăнмаççĕ, яваплăха туймаççĕ, йĕркене пăсаççĕ, тĕрлĕ сăлтавсем тупса пăрăнса юлма тăрăшаççĕ, мотоциклĕсене техосмотра тăратмаççĕ.

Тата çакна каласа хăварас килет. Чукун çул урлă каçмалли вырăн - çул çỹревĕн кăткăс та хăрушă участокĕсенчен пĕри. Çапах та водительсем правилăсене пăхăнасшăн мар. Час-часах йĕркене пăсаççĕ, виçĕ уйăх хушшинче йĕркене пăснăшăн 18 водителе явап тыттарнă.

Çавăн пекех ЧР Шалти ĕçсен министерствин çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн управленийĕ пуçарнипе районта рейдсем иртеççĕ: "Пахус", "Çуран çын", "Суррогат", "Чукун çул", "Ачасем", "Хăрушă груз", "Автобус".

Юлашкинчен çакна каласа хăварас килет: Вăрмар поселокĕнчи автоçулсене пăхса тăрас тĕлĕшпе çителĕксĕр тăрăшаççĕ. Заводская, Крупская, Ленин, Октябрьски урамĕсене çăмăл машинăпа та кĕрсе тухма май çук. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлесчĕ.

Н. АЛЕКСАНДРОВ,

районти шалти ĕçсен пайĕн

ГИБДД уйрăмĕн агитаципе

пропаганда инспекторĕ.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться