Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Чиперуксен конкурсĕ

о Республика кунĕ умĕн

Чиперуксен конкурсĕ

Пулас ăрăва воспитани парас ĕçре гуманитарипе эстетика сулăмне вăйлатас майпа юлашки çулсенче эпир хамăр шкулта тĕрлĕрен пултарулăх мероприятийĕсене йĕркелетпĕр.

Акă, çак кунсенче кăна "Тăван ен" пĕрлешĕвĕ аслă классенчи хĕрсем хушшинче "2005 çулхи шкул мисĕ" шоу-ăмăртăва ирттертĕмĕр. Асамлă та илĕртỹллĕ мероприяти пулчĕ. Ăмăртăва М.Кузьмина - 8 класс, В.Краснова, Н.Антонова, И.Александрова, М.Петрова 9 класс хутшăнчĕç. Хĕрсем хăйсене мал ĕмĕтлĕ, ăнтăлуллă пултарулăхне кăтартса пачĕç. Ăмăрту çивĕч кĕрешỹре иртрĕ. Шоу репертуарĕнче тĕрлĕ халăх юрри-ташшисем: чăвашсен, вырăссен, чикансен пулчĕç. Çак асамлă ташă ăсталăхне алла илни уйрăммăнах М.Кузьмина, В.Краснова, И.Александрова хусканăвĕсенче палăрчĕç. Шоу вăхăтĕнче çавăн пекех Н.Антонова, М.Петрова ал ĕç тăвас, апат хатĕрлес мелсене алла илни палăрчĕ. Костюмĕсене те хĕрсем хăйсемех çĕлеççĕ. Ку тĕлĕшпе вĕсене ĕç учителĕсем те, ашшĕ-амăшĕсем те пулăшаççĕ. Шоу-ăмăрту ирттерекен залĕ те çав тери кăмăллăн курăнчĕ: стенасем йĕри-тавра чуна кăсăклантаракан сăн ỹкерчĕксем, ал ĕçĕсем пурне те илĕртрĕç. Ăмăртура 9 класра вĕренекен В.Красновăпа Н.Антонова чи нумай балсем пухса пĕрремĕш вырăна тухса "Шкул мисĕ-2005" тата "Леди Весна-2005" ятсене çĕнсе илчĕç. Ылтăн хутпа эрешленĕ асамлă лентăсене тивĕçлĕ пулчĕç. "Куракансене килĕшнĕ мисс" ятне 8 класри М.Кузьминан илме тỹр килчĕ, вăл ку ăмăртура чи кĕçĕнни пулчĕ. Виççĕмĕш вырăнта 9-мĕш класри И.Александровăпа М.Петрова "Мисс грация" тата "Мисс очарование" титулсене илчĕç. Пур чиперкке-участник те асамлă пуç кăшăлĕсем тăхăнчĕç. Вĕсене 7 класс хĕр ачисем парнелерĕç. Унсăр пуçне участниксем кашниех призсем илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Пĕтĕмлетсе каласан, эстетика тĕллевĕсене асра тытса йĕркеленĕ мероприятисем çамрăк ăрăва пĕлỹпе илем тĕнчи тăрăх çирĕп утăмсем тума пулăшса пырĕç.

С. КОРНИЛОВА.

Кĕлкешри вăтам шкул.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться