Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Эпĕ пурнăç суйлатăп! Эсĕ?

о Наркотик

Эпĕ пурнăç суйлатăп! Эсĕ?

Кашни çын тĕрлĕрен, Турă панă шăпи те этемĕн тĕрлĕ. Ăна амăшĕ парнеленĕ пурнăç çав тери кĕске, ăна та пулин йĕркеллĕ, тĕрĕс-тĕкел, вилме выртсан кайран кулянмалла мар пурăнса ирттерейместпĕр. Кашни тенĕ пекех хăйĕн ĕмĕрĕнче телейлĕ пулассишĕн ăнтăлать. Мĕн вăл телей чĕрĕ этемшĕн? Чи малтанах сывлăхлă пуласси. Сывлăх вара хамăртан килет. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, спортпа туслашни кăна эпир тĕллев лартнă çутă ĕмĕтсене пурнăçлама май парать. Анчах хальхи саманара мĕн куратпăр? Чылай çамрăк хăйĕн вăрăм мар ĕмĕрĕнче кайран чылайччен ỹкĕнмелле йăнăшсем тăвать. Эрех-сăрапа ашкăнни, табак сĕрĕмĕпе пуçа минретни, наркотикпе сиенленни паянхи çамрăк ăрăва ытларах чухне тĕрĕс мар çула суйласа илтерет. Ку пире, аслă ăрурисене, кулянмаллипех кулянтарать. Камра пирĕн çутă пуласлăх? Ватлăх кунĕсенче пире кам пăхакан, пулăшакан пулать? Этем организмне наркăмăшлантаракан тĕрлĕ сиенлĕ япаласенчен тутанассинчен асăрхаттарассине шкулта вĕрентекенсем хăйсем çине илнĕ. Унта час-часах калаçусем, диспутсем, тĕрлĕ вăйăсем ирттереççĕ, ачасене наркăмăш сĕнсен, учительсем "çук" сăмаха калама вĕрентеççĕ, "шурă вилĕм" аллине лекесрен сыхланма ыйтаççĕ, сиенлĕ йăласене пăрахăçласа сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаççĕ. Çемье, унтан шкул ачасене право йĕркисене пăсассинчен сыхлаççĕ, пурнăçăн тĕрĕс сукмакне суйласа илсе анлă çула тухма хатĕрлеççĕ.

В. ПЕТРОВА.

Вăрмар поселокĕ.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться