Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Хĕл ыйхинчен вăранасчĕ

о Çур аки умĕн

Хĕл ыйхинчен вăранасчĕ

Çурхи уйăх хĕрсех пырать. Кĕçех юр ирĕлсе пĕтсе ака-суха ĕçĕсене пурнăçламалли тапхăр çитсе тăрать. Хальхи вăхăтра районти хуçалăхсенче ял хуçалăх техникисене техосмотр кăларассипе тăрăшаççĕ. Нумаях пулмасть "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрикинче, "Арабоси" агрофирмăра, "Родина" хуçалăхра техника "экзамен" тытрĕ. Пур çĕрте те питĕ лайăх теме çук, анчах та начарах та мар. Кивĕ Вăрмарсемпе Арапуçсем ял хуçалăх техникине 80 %  таран хатĕрлесе çитернĕ. "Родина" хуçалăхăн 60 проценчĕ çур акине тухма хатĕр. "Яниковское" хуçалăхра вара пĕр техника та çур акине хатĕр мар. Кунта техники те чылай ĕнтĕ - 20 трактор. Эпир пынă кун пĕр-икĕ тракторне вырăнтан тапратса кăтартрĕç. Анчах вĕсен те çитменлĕхĕсем чылай. Ку хуçалăхра тракторсене вырăнтан тапратса кăтартма та топливо çук. Ака валли çунтармалли-сĕрмелли материалсем пĕр литр та турттарса килмен. Кунти тĕп инженер Н.Григорьев каланă тăрăх тракторсемпе ĕçлеме механизаторсем те çитмеççĕ. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем те хатĕр мар. Вĕсенчен сỹресене кăна юсанă, ыттисем - шăплăхрах. Каплах пулсан çурхи ака-суха ĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пысăк тухăç никĕсне хывса хăварма ĕлкĕрĕпĕр-ши? Акма вăрлăх хатĕрлессипе те чаплах мар Пысăк Енккассисен. Вăрăма тăсăлнă хĕл ыйхинчен вăранма вăхăт тахçанах çитнĕ. Апла пулсан, хĕрỹ ĕçе кỹлĕнсе тăрăшса ĕçлесчĕ. Тĕрĕслỹ пăшăрхантару серепине кĕртсе ỹкерчĕ. Çĕр-аннемĕрĕн - хăйĕн саккунĕ. Вăл эпир ыйхăран вăранасса кĕтмест, агротехника требованийĕсене пурнăçлама çирĕп ыйтать. "Яниковское" хуçалăхра вара ăна пурнăçласса çирĕплетсех калама çук. Çитменлĕхсене шута илсе тĕрĕслỹ комиссийĕ руководитель ячĕпе предписани çырса хăварчĕ. Çĕр пичĕ юртан тасалса акма юрăхлă пуличчен çитменлĕхсене пĕтересчĕ.

В. НИКОЛАЕВ,

районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ,

М. ФЕДОРОВ,

ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ,

Н. НИКОЛАЕВ,

тĕп агрономĕ.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться