Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Хĕрлĕ автана" алхасма чармаллах

о 01 асăрхаттарать

"Хĕрлĕ автана" алхасма чармаллах

Пурлăх пухасси мĕн ĕлĕкрен пырать. Пухнă мула, кил-çурта хамăр асăрханусăр пулнипе хамăрах тĕп тăватпăр, çилпе вĕçтеретпĕр. "Вут-çулăмăн чĕлхи вăрăм" тесе çавăнпах каланă пулĕ халăхра. Вăл пĕр шелсĕр, хăйĕн çулĕнче мĕне тĕл пулать, пурне те ярса илсе кĕл тăвать. Хĕл кунĕсенче е йĕпе-сапаллă вăхăтра мĕн чухлĕ çын урамра тăрса юлать. Вăл çеç-и-ха? Хăш-пĕр чух çыннăн кун-çулĕ те вутрах татăлать. Мĕн чухлĕ куççуль... Чăтма çук йывăр хуйхă...

Çак инкек пирки тăтăшах аса илтеретпĕр пулин те вĕсем пулсах пыраççĕ. Акă, 2004 çулта районта 9 пушар пулнă, вăл 197 пин тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Çак инкекре Энĕшпуç çынни пурнăçран уйрăлнă. Кăçал вара темшĕн пирĕн районта, халичченхипе танлаштарсан, пушар таврашĕ ытларах килсе тухрĕ. Виçĕ уйăхра 16 пушар пулса 244 пин тенкĕ тăкак кỹнĕ, 8 çын вилнĕ. Ку инкек ытларах Чулкас, Урнар, Арапуç, Кĕтеснер, Пинер ял администрацийĕсен территорийĕсенче пулса иртнĕ. Пушар тухасси харпăр хăй тимсĕрлĕхне ỹстерменнипе: ачасене шăрпăкпа выляма чарманнипе, пирус таврашне асăрханусăр туртнипе, кăмака юсавсăррипе, электрооборудованипе йĕркеллĕ усă курманнипе тата ытти тĕрлĕ сăлтавсене пула. Çавăнпа та кашни çыннăн пушар тухасран асăрхануллă пулмалла, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен кил-çуртсене, хуралтăсене тĕрĕслесе тухассине йĕркелемелле, халăха пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене вĕрентмелле. Çынсем массăллă пулакан вырăнсенче хăрушсăрлăх тематикипе курăнакан пособисем вырнаçтармалла. Кашни ялтах çуллахи вăхăтра каçхи дозор йĕркелемелле. Пушара сỹнтермелли хатĕрсем, шыв çителĕклĕ пулмалла. Çỹп-çапсенчен территорисене тасатсах тăмалла. Пур çуртсен тăрринче çиçĕмрен хỹтĕленмелли хатĕрсем вырнаçтармалла.

А. СОРОКИН,

пушар хуралĕн аслă инспекторĕ.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться