Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕчĕк ялăн пурнăçĕ

о Истории

Пĕчĕк ялăн пурнăçĕ

Çĕр чăмăрĕ çинче пĕчĕк ялсене шутласа пĕтерме те çук пуль. Карттă çинче ялсене пăнчăпа та паллă тумаççĕ. Пирĕн Эçпепе ялĕ, паллах, пĕчĕк ялсен шутне кĕрет.

Сăмах май каласан, пирĕн ялта та 30-мĕш çулта колхоз йĕркеленет. Пирвайхи колхоз председателĕ пулма Н.Харитонова çирĕплетеççĕ. Паллах, çăмăл пулман ăна. Ваттисем каланă тăрăх, путавккапа çур тырри пуçтарса акса хăварнă ун чухне. Архиври документсем тăрăх кладовщикре ĕçлеме С.Купшарова, бухгалтер ĕçне Г.Трофимова шанса параççĕ. Правлени çурчĕ А.Трофимов хуçалăхĕнче пулать. Колхоз ятне вара "13 лет Октября" тесе çирĕплетеççĕ.

Тырă вăйлă пулнă теççĕ çав çул. Вăл вăхăтра пурăннă çынсем çирĕплетнĕ тăрăх, колхозниксене тырă нумай валеçсе панă. Н.Харитонов лайăх ĕçленипе палăрнă. Анчах та ăна кулак ачи тесе ним сăлтавсăрах пĕр çул ĕçленĕ хыççăн председатель ĕçĕнчен хăтараççĕ. Каярахпа вăл 1943 çулта Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесе вилет.

... Вăхăт шăвать, нумай улшăнусем пулса иртеççĕ ялта. Паянхи кун 139 кил шутланса тăрать. Вĕсенче 300 ытла çын пурăнаççĕ. Яла пырса кĕрсен хитре те хăтлă çуртсем куратăн, асфальт, кашни килтех "кăвак çулăмпа" усă кураççĕ. Ялта пысăк шкул, суту-илỹ магазинĕ, клуб пур. Ял çыннисем йывăрлăхсене çĕнтерес малашлăхпа пурăнаççĕ.

Ял пурнăçĕ ытларах çĕрпе, выльăх-чĕрлĕх усранипе çыхăннă. Мĕнле пурăннă-ха 60-65 çул каялла? Хуçалăх кĕнекисенчен куратăн, 134 хуçалăхра 650 яхăн çын шутланса тăнă. Ялта вăл вăхăтра Ара çырми хĕрринче пахча çимĕç (промогород) уйĕ пулнă. Унта ял халăхĕ купăста, помидор, кăшман, кишĕр тата ытти пахча çимĕç туса илнĕ. Тухăçлă пахча çимĕç туса илес тесен, паллах, çĕр çыннин кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлемелле. Çавăн пек тăрăшнă та ĕнтĕ ял халăхĕ. Каркаша çырминчен аялларах чăх, сысна, ĕне, лаша фермисем пулнă. Çырма хĕрринче колхоз нỹхрепĕсем вырнаçнă. Ялăн тепĕр вĕçĕнче çамрăк сад пахчи ешернĕ. Хаçат çинче çырнă тăрăх вăл вăхăтра карп пулă та ĕрчетнĕ иккен. 1938 çултанпа ялти хуçалăха мĕн вăрçă пуçланиччен Г.Семенов ертсе пынă. Вăл вăрçăра паттăрлăх кăтартса пуçне хунă. Ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе те наградăланă. Вăрçă улăштарнă мирлĕ пурнăçа. Ял хуçалăхĕнче ĕçлекен çул çитнĕ каччăсем, вăй питти арçынсем алла пăшал тытса çĕр-шыва сыхлама тухса кайнă. Вĕсен шучĕ пирĕн пĕчĕк ялта çеç 117. Вĕсенчен 52-шĕ вăрçă хирĕнчен тăшмана çĕнтерсе каялла таврăнаççĕ. Анчах та çав шутран 21-шĕ йывăр аманса, сусăрланса килеççĕ. Чылайăшĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлаççĕ. Аманса, госпитальте вилнисен шучĕ 7. Кашни вăрçах çухатусăр пулмасть ĕнтĕ. Хыпарсăр çухалнисем 34 çын. Темĕнле йывăр пулсан та çывăх çыннисем, тăванĕсем, кỹршĕ-пĕлĕшĕсем пĕрле пулса чăтса ирттернĕ çав çухатусене.

Пĕр килтен Тăван çĕр-шыва сыхлама икшерĕн, виçшерĕн тухса кайнисем те пур. Вĕсен шутĕнче Романовсем: Василий, Максим, Гурий (пĕр тăвансем); Кудрявцевсем: Андрей (ашшĕ), Борис, Виссарион (ывăлĕсем), Семеновсем: Геннадий, Петр, Андрей (пĕр тăвансем); Харитоновсем: Николай (ашшĕ), Василий, Михаил (ывăлĕсем), Харитоновсем: Алексей, Борис, Николай (пĕр тăвансем), Семеновсем: Максим, Петр; Флегентовсем: Арсентий, Николай; Кондратьевсем: Петр, Василий; Александровсем: Григорий, Мефодий; Яковлевсем: Макар (ашшĕ), Матрена (хĕрĕ); Ивановсем: Петр, Сергей; Дементьевсем, Андреевсем тата нумай-нумай ыттисем те. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем таврăннă, хăшĕсем таврăнайман та. Вĕсен чунĕсем ют çĕр-шывсенче канлĕх тупнă ĕнтĕ. Вĕсен шăпи, малашлăхĕ, ĕмĕчĕсем, паллах, яланлăхах вăрçă хирĕнче юлнă.

Н. НИКОЛАЕВА.

Вăрмар поселокĕ.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться