Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пỹрнĕ телей

о Шăпа

Пỹрнĕ телей

Пире пĕчĕк кĕлеткеллĕ, тирпейлĕ хĕрарăм Мария Федоровна Федорова (Захарова) тарават кĕтсе илчĕ. Калаçса ларнă май, часах вăл сĕтел çине хăй пĕçернĕ вĕри кукăль, кăпăклă сăрине лартса хучĕ. Марье аппа хăйĕн пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Вăл чăнахах та хисепе тивĕçлĕ çын. Шăхаль ялĕнче 1928 çулта февралĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Вăрçă çулĕсенче ялта колхозра ĕçленĕ, унтан пурнăç çулĕ ăна Казахстана, Севастополе, Мускава, унтан Кĕтеснер ялне илсе çитернĕ. 1960 çултанпа кунта пурăнать те ĕнтĕ вăл. Çак çул вĕсем Самуил Захарович Захаровпа - вăрçă участникĕпе пĕрлешнĕ. Пурăнма пỹрт пулманнипе çемье пурнăçне вĕсем мунчара пуçланă. Çапла 4 çул иртнĕ. 2 ача - Ленăпа Зоя - çуралнă. Ачасене усал ан лектĕр тесе пилеш йывăççин тураттинчен хĕрес туса хăвараттăм, тет вăл. Колхозра 23 çул дояркăра ĕçленĕ, ĕç стажĕ 44 çул. Тăрăшнă, çавна пулах ĕнтĕ нумай наградăсем илме тивĕç пулнă, III степеньлĕ Мухтав орденĕ, 2 хутчен район Совечĕн депутатне суйланă. 1974, 1976, 1977 çулсенче социализмла ăмăртура çĕнтернĕшĕн 3 çул "Коммунизмла ĕç ударникĕ" знаксем, "Ĕç ветеранĕ" медаль, грамотăсемпе дипломсем илнĕ. Районти Хисеп хăми çине те лекнĕ.

1983 çулта пенсие тухнă, упăшки 1995 çулта вилнĕ. 2 ача пăхса ỹстернĕ. Лена - Шупашкарта, Зоя Мускавра ĕçлеççĕ. Халь вăл савăнса çеç пурăнать, патшалăх кашни уйăхра пенси парать, пỹртре газ çунать.

"Пушă вăхăтра телевизор куратăп. Ачасем килсе пулăшаççĕ. Пурнăç халь питĕ лайăх. Кĕтеснер çыннисем мана хисеплеççĕ, эпĕ те вĕсене кăмăллатăп. Кỹршĕсемпе те лайăх пурăнатпăр", - тесе вĕçлерĕ вăл хăйĕн калаçăвне. Шăпа пỹрнĕ телейĕ кашни çын умне çитетех.

Г. ТРОФИМОВА.

Шăхаль ялĕ.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться