Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç çулĕ такăр мар

о Çул çитмен ача

Пурнăç çулĕ такăр мар

"Пурнăç çулĕ такăр мар" теççĕ халăхра. Такăнасси те пулĕ. Çамрăксене пăрăнăçлă пурнăç çулĕпе тĕрĕс утма вĕрентесси - аслисен сăваплă ĕçĕ. Çул çитмен ачасем преступлени çулĕ çине тăни - паянхи çивĕч ыйту. Чылай чухне ашшĕ-амăшĕсем хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек туса пымаççĕ кăна мар, хăйсемех ачасене преступлени çулĕ çине тăма пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, ют çын япалисене вăрлама çул уçса параççĕ, вăхăтра асăрхаттармаççĕ, ятлас вырăнне вĕсен хутне кĕреççĕ, хăйсен хирĕçĕвĕсене ачисене явăçтарма та ỹркенсе тăмаççĕ. Уйрăмах каçхи вăхăтра преступлени шучĕ ỹсет, ашшĕ-амăшĕсем çакна шута илмеççĕ. Милици сводкисем те тарăн шухăша яраççĕ. Саккуна пăснă çамрăксем çулленех йышланни чăваш çыравçисене те шухăшлаттарать. Пурнăçра ăссăрла ĕçсем тăвас мар тесен çыравçăсем çамрăксен кулленхи ĕç-хĕлне сăнласа паракан кĕнекесене вулани те вырăнлă. Кĕнекисем вара нумай мар пулин те А.Казановăн "Кашкăр юрттиллĕ этем эшкерĕ", Л.Агаковăн "Юманлăхра çапла пулнă", В.Элпин "Аманнă чун", Л.Маяксен "Аманнă турат", С.Павловăн "Сĕлкĕш" тата ытти произведенисемпе паллашма пулать. Хальхи пурнăçра шкул ачисенчен чылайăшĕ телевизор умĕнчен каймасть. Сайра-хутра хаçат-журнал тытса вулаççĕ. Тĕлĕнме те кирлĕ мар, вулакансен йышĕ çултан-çулах чакса пырать. Кулленхи вăхăта усăллă ирттерес вырăнне кукăр çулпа каяççĕ. Çакна шута илсе Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен И.Иванова чăваш чĕлхи эрнинче вулав конференцийĕсем тăтăшах ирттерет. Кăçал "Эрешмен серепи" кĕнекене тишкерчĕç. Паллах, ача пурнăçра суя çулĕпе утнишĕн шкула çеç айăпламалла мар. Ачасем шкулта 6-7 сехет çеç пулаççĕ, ытти вăхăта килте ирттереççĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕсенчен те тивĕçлипе ыйтмалла пек. Вĕсен сăпайлăхне илер тата. Эрех-сăрана ачасем умĕнчех ĕçеççĕ, хĕрĕнкеленсен чĕлхе салансах каять. Ача-пăча ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илнине пĕлмеççĕ-им? Шкулта вĕрентекенсем çак ыйтупа калаçни çителĕксĕр çав. Вĕренччĕр, ĕçе юрăхлă çынсем пулччăр тесен пурин те пĕрле тăрăшмалла. Этем ăс-тăнĕпе вăй-халĕ ĕçре туптанать. Шкул ачин чи кирлĕ ĕçĕ - вĕренесси, анчах, шел, çакăн çинчен хăш-пĕрисем шухăшламаççĕ. Урокра сỹрĕккĕн ларнипе, вĕренмесĕр килнипе малашлăх çук.

"Мĕн тăвăн, пурăнан пурнăçра йăнăшасси ытла çывăх. Ỹксе хуçăлас марччĕ. Кирек мĕнле лару-тăруран та ăнăçлăн тухма чунри хавал, вăй-хăват пулăшĕ. Çынлăха нихăçан çухатас марччĕ", - тенĕ В.Элпи. Çавăнпа та кашни куна усăллă ирттересси çинчен, кирек мĕнле ыйтăва та аслисем татса парасси пирки, пуласлăх çулне ултавсăррипе суясăррине суйласа илесси çинчен шутласчĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Пысăк Енккасси шкулĕ.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться