Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Ватă йăмра

о Парксемпе садсем ешерччĕр

Ватă йăмра

Çĕнĕ Кинчер ялне кĕрсен, урам пуçланнă вырăнта "Симĕс урам" тесе çырнине вулама пулать. Хальхи çамрăксем тепĕр чух шỹтлесе парк урамĕ тесе хуравлаççĕ. Çапла калама сăлтавĕ пур пулĕ.

Мĕншĕн тетĕр-и? Çут çанталăкăн чи илемлĕ вăхăчĕ çывхарса киле пуçласан, урама тĕрлĕ йывăçсен ырă шăрши сарăлать. Çĕмĕрт йывăççисем чечек çурсан тĕрлĕ кайăксем чи лайăх кĕввисене шăрантараççĕ, çамрăксем шăпчăк сассипе киленме пултараççĕ. Çак урам "Сентрек" çырмин икĕ енĕпе вырнаçса ларнă. Çуркунне вара çурхи шывсем шавлăн юхса тухса каяççĕ, урама ватса кайма йывăçсем чарса тăраççĕ.

Çурхи шывсем ватасран-ши е урамĕ ялан илемлĕ пултăр тесе-ши, çак урам ĕмĕртен йывăçлă пулнă.

Кирлĕ пулнă пирки çăл куç валли каснă, хăрса ларнă йывăçсем вырăнне çĕнĕрен çĕнĕ хунавсем хăпарнă.

Чăваш йăмрине каснă пулсан, унăн вырăнне çуркунне хурăн е урăх йывăç лартса хăварнă. Нумай çулсем каялла урам ячĕ те урăхлаччĕ. "Çĕнкас урамĕ" тетчĕç ун чухне, халĕ те хăш-пĕр ватă кинемейсем çапла асăнаççĕ.

Урамĕнче килĕсем сахал пулнăран, тен, çынсем те çĕнĕлле пурăннă. Вăл вăхăтра лаштра йăмрасем, капмар хурăнсем кашласа ларнă, ку урамра ун тантăшĕсем çукпа пĕрех. Сахрун пичче лартса хăварнă йăмра анчах юлнă. Çулсем иртнĕ пирки вĕсем çурăлса пĕтнĕ, симĕс мăкпа витĕннĕ. Темле пулсан та йăмра ытти йывăçсем хушшинче мăнаçлăн курăнса ларать. Хăш-пĕр юпписем типсе-хăрса ларнă пулин те, кашни çулах симĕс тум тăхăнать.

Мĕнле-ха хаяр çил-тăвăл антармасть тетĕн тепĕр чух çав туратсене...

Вĕсем тăвăл килсен çинçе тураттисене çĕре тăкаççĕ, усал çиле парăнмаççĕ.

Анчах çил-тăвăл çеç-ши вĕсен шутне чакарнă. Çук, тесе калĕç йăмрасем пĕр харăс. Вăрçăн сивĕ, йывăр çулĕсенче нумайăшне вутă валли касрĕç. Вăрçа тухса каякан арçынсем, хĕрсем тăванĕсемпе юлашки хут çак йывăçсем патĕнче калаçрĕç, ĕмĕрлĕхех сывпуллашрĕç. Çак мăнаçлă йывăçсем вĕсем каялла килессе шанчĕç. Вĕсенчен пĕри, акă, кĕрнеклĕ икĕ юплĕ йăмранах илер-ха, вăл виççĕн алла-аллăн тытăнсан та ытама кĕмест.

Çак йăмрапа ялта нумай япала çыхăннă. Вĕсен çĕр айĕнчен курăни-курăнми выртакан тымарĕ мĕн чухлĕ нỹрĕк пухман-ши? Куççулне те, савăнăçне те сахалах курман пулĕ вăл. Çапах та чĕнмест - шăп! Пулни-иртни веçех хăйĕнче тейĕн.

А. АНАНЬЕВ.

Çĕнĕ Кинчер ялĕ.



13 апреля 2005
00:00
Поделиться