Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çурхи кун яваплăха ỹстерме хистет

о Район администрацийĕнче

Çурхи кун яваплăха ỹстерме хистет

Район администрацийĕн анлă ларăвне райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕсем, управленисемпе пайсен начальникĕсем, республика, федераллă службăсен руководителĕсем, промышленноçпа ял хуçалăх предприятийĕсен, поселок, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем хутшăннă.

Ларăва районăн хăй тытăмлăх пуçлăхĕ А.Егоров уçрĕ, кун йĕркинчи ыйтусемпе паллаштарчĕ.

Пĕрремĕш ыйтупа - "Районăн 2005 çулхи пĕрремĕш кварталти экономикăпа социаллă аталанăвĕпе" - райадминистрацин экономика тата суту-илỹ пайĕн начальникĕ П.Петров сăмах илчĕ, район экономикине çирĕплетес, унăн бюджетне налук тỹлевĕсем ытларах хывас, социаллă сферăри лару-тăрăва лайăхлатас тĕллевпе çирĕп мерăсем йышăннине пĕлтерчĕ. Промышленность аталанăвне илсен, кăçалхи I кварталта районти предприятисем 12711,8 пин тенкĕлĕх (ку 112,9 %) продукци туса кăларнă. Çав вăхăтрах Вăрмарти механика завочĕ, сĕтел-пукан фабрики пачах ĕçлемен.

Ял хуçалăх енĕпе илсен, лару-тăру çав-çавах йывăр. Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх йышĕ чакса пыни куç кĕрет. Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, ĕнесенчен сĕт сăвасси те чакнă. Çакă вăл выльăхсене йĕркеллĕ пăхса усраманнипе, тулăх тăрантарманнипе çыхăннă. Аш-какай туса илесси те йывăррăн пулса пырать. Выльăх-чĕрлĕх ỹт хушаслăхĕ питех те начар. Çаксем пурне те хытах шухăшлаттармалла, кашнин хăйĕн яваплăхне ỹстермелле, мĕн пур йывăрлăхсене çĕнтермеллех.

Социаллă çурт-йĕр хăпартасси, газификаци ĕçĕсем малалла пыраççĕ.

Районти социаллă сферăн аталанăвĕпе райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ Л.Голубева паллаштарчĕ. Вĕрентỹ, культура, сывлăх сыхлавĕ, социаллă хỹтлĕх учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ.

"Вăрмарти çĕвĕ фабрики" хупă акционерлă обществăн директор ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан С.Белоусова предприятин кулленхи аталанăвĕпе, унăн ỹсĕмĕсемпе, паянхи лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ.

"Шигали" хуçалăхăн тĕп агрономĕ В.Тапинов ака-суха ĕçĕсене мĕнле хатĕрленни çинчен каласа пачĕ.

Иккĕмĕш ыйтупа - "Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине районта хатĕрленсе ирттересси çинчен" райадминистраци пуçлăхĕн постановленине мĕнле пурнăçласа пынипе Л.Голубева каласа пачĕ.

Райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине тивĕçлипе кĕтсе илсе анлăн паллă тăвасси çинче чарăнса тăчĕ, çурхи шыв-шур тапхăрĕ пулнă май, унпа çыхăннă пур ыйтусене пăхса тухса тимлĕ пулма ыйтрĕ, çурхи кун хапхана уçса янă май, ака-суха ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма, ку тĕлĕшпе кашни хуçалăх пуçлăхĕн яваплăхне, тимлĕхне ỹстермелли çинчен асăрхаттарчĕ тата кăçал палăртнă ытти тĕллевсене пурнăçлассишĕн ăнтăлу пысăк пулмалли çинчен каларĕ. Тирпей-илем кĕртессипе уйăхлăх ирттернĕ май, район çыннисене пурне те активлăн хутшăнма ыйтрĕ. Ларура çавăн пекех ытти çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, тивĕçлĕ решенисем йышăнчĕç.

В. ГУРЬЕВА.



16 апреля 2005
00:00
Поделиться