Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халĕ те стройра

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Халĕ те стройра

Кашни çыннăн кун-çулĕ хăйне евĕрлĕ: хăшĕсем çуралнă вырăнтах тĕпленсе пурăнаççĕ, теприсем вара - тĕрлĕ çĕрте. 1919 çулта Кивĕ Вăрмар ялĕнче çуралнă Евдокия Семеновна Семенован шăпи вара çапларах пулнă: ялти шкула пĕтерсен колхозра ĕçленĕ, унтан воспитательсен курсне вĕренсе колхозри ача-пăча садĕнче вăй хунă. 1936 çултан пуçласа сĕтел-пукан фабрикин "Спортинвентарь" ача-пăча садĕнче, 1940 çулта Энĕшпуçĕнчи кирпĕч завочĕн ача-пăча садĕнче - воспитательницăра, çав вăхăтрах поварта вăй хурать. 1942 çулта вара Евдокия Семеновна çĕр-шыва нимĕç захватчикĕсенчен сыхлама тухса каять. Малтанах телефонисткăна вĕренсе 2-мĕш Украина фронтĕнче çапăçать. Унтан Мускав çывăхĕнчи, Можайскри, Волоколамскри, Воронежри çапăçусене хутшăнать. Орел, Харьков, Ленинград, Киев, Львов, Краков, Люблин, Дрезден, Прага тата ытти хуласене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнма тỹр килет ăна. Самолетсене пăхса тăракан 811-мĕш батальонра вăрçă чарăничченех службăра тăрать Евдокия Семеновна. Унăн Верховнăй Главнокомандующин 40 ытла тав хучĕсем пур. Ăна Отечественнăй вăрçăн II степень орденĕпе, "Ленинграда хỹтĕленĕшĕн", "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçăра Германие çĕнтернĕшĕн", "Берлина илнĕшĕн", "Прагăна ирĕке кăларнăшăн" тата ытти медальсем парса наградăланă.

Вăрçăран килнĕ хыççăн Шупашкарти пир-авăр комбинатне тунă çĕре хутшăннă. 1948 çулта 1-мĕш номерлĕ типографире ĕçлеме пуçлать. 1974-1988 çулсенче "Чувашия" издательствăра наборщицăра вăй хурать. Унăн пултарулăхне хакласа ăна "Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" юбилей медалĕ, нумай Хисеп грамотисемпе тав хучĕсем, премисем парса хавхалантарнă.

Хальхи вăхăтра Евдокия Семеновна тивĕçлĕ канура. Çулĕпе çамрăках мар пулин те çамрăксене патриотизмла воспитани парас ĕçе активлă хутшăнать.

Акă, нумаях пулмасть-ха Вăрмар поселокĕпе Кивĕ Вăрмар ялĕ хушшинчи Михаил Архистратиг ячĕллĕ чиркĕве çветит тунă хыççăн вĕсене пулăшса унăн кассине 3 пин тенкĕ укçа хыврĕ. Евдокия Семеновна пурнăç уттипе тан пырать. Унăн ĕçĕ çав тери пархатарлă.

Г. ЭВЕРСКОВ,

Кивĕ Вăрмар

ял администрацийĕн пуçлăхĕ.



16 апреля 2005
00:00
Поделиться