Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Карелире вăрман касрăмăр

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

Карелире вăрман касрăмăр

Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнă ятпа паракан юбилей медальне илме пынă ватă çынсем районти культурăпа кану центрĕнче йышлăн пулчĕç. Пĕрин хыççăн тепри ура çине тăрса юбилей медальне алла илчĕç. Паллах, пур ветерана та палласа илме пулмарĕ пысăк залра. Анчах пĕр килтен икĕ медаль илме тивĕç пулнă çынсене палласа илтĕм-илтĕмех. Вĕсем поселокри Колхозная урамра пурăнакан Артюковсем пулчĕç иккен. Эпĕ вĕсене ырласа çырас шухăшпа тепĕр кунне ир-ирех вĕсем патне çул тытрăм. Чи малтанах кил хуçипе мар, унăн арăмĕпе - Пелагея Павловнăпа калаçу пуçартăмăр.

- Эпĕ вăрçă вăхăтĕнче терт-нуша курнине эсир илтсе те, çырса та пĕтерес çук пулĕ, - пуçларĕ хăйĕн сăмахне Пелагея Артюкова. - Эпĕ Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче çуралса ỹснĕ, мĕн çамрăкранах колхоз ĕçне кỹлĕннĕ. 1943 çулхи август уйăхĕнче мана, 16 çулхи хĕр ачана, ФЗОна тытса ячĕç. Чылай çамрăксем унта каяссинчен тарса çỹрерĕç, мунчасенче çывăрса пурăнчĕç. Эпĕ ун пек тăвас мар терĕм. ФЗОра чукун çул çинче ĕçлеме вĕрентĕм. Малтан мана Вăрмар станцине ĕçлеме ячĕç. Унтан 1944 çулта Карели чукун çулĕ çине куçарчĕç. Унта пуçланчĕ вара терт-нуша. Çимелли çукчĕ. Талăкĕ-талăкĕпе выçă çỹреттĕмĕр. Пĕр хĕрачапа Карелирен тарса тухма шутларăмăр. Май килмерĕ, ярса тытрĕç. Пирĕн бригадăна вара Воркутапа Сыктывкар вăрманĕсене вутă касма илсе кайрĕç. Пăчка пĕччен туртса ĕçлемелле туса паратчĕç те иккĕн кунĕпе пĕр вакун чухлĕ вутă касса хатĕрлеттĕмĕр. Ăна тепĕр кунне виççĕн-тăваттăн вакун çине тиесе ăсататтăмăр. Выçăллă-тутăллă ĕçлесе сỹлтен каяттăмăр. Кашни кун тенĕ пекех 2-3 хĕр ача вилетчĕ. Эпир, ял хĕрĕсем, темле майпа вилĕмрен çăлăнса юлтăмăр. Воркутана кĕркунне пынă та вăрçă чарăнсан тин яла таврăннă, колхозра ĕçлеме пуçланă. 1947 çулта ялта Петр Артюковпа пĕрлешсе çемье çавăрнă, пилĕк ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ, патшалăха юрăхлă çынсем тунă. 1968 çулта Вăрмар поселокне куçса килтĕмĕр. Чылай çулсем хушши çул-йĕр, унтан строительствăпа монтаж участокĕсенче ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухрăм.

Пелагея Павловна чăннипех те канăçсăр, вĕри чĕреллĕ çын. Темле йывăрлăхра та пуçне усмасть. Пурнăç çине яланах шанчăклă пăхать. Сăпайлă, хисепе тивĕçлĕ çын вăл. Ахальтен мар ăна "1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. Çавăн пекех Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров тав çырăвĕ парса хавхалантарнă, грамотăсемпе Мухтав хучĕсем те темĕн чухлех унăн.

Г. ЧЕРНОВ,

обществăлла

корреспондент.



16 апреля 2005
00:00
Поделиться