Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Никама та манман, нимĕн те манăçман!"

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

"Никама та манман, нимĕн те манăçман!"

çакăн пек девизпа ирттерчĕç хăйсен конференцине Энĕшпуç шкулĕнчи çамрăк таврапĕлỹçĕсем. Вĕсем "Асаттен паттăрлăхĕ", "Фронта тыл пулăшни", "Салтак шăпи" темăсемпе рефератсем çырса хатĕрленĕ. Сăн ỹкерчĕксем, виç кĕтеслĕ çырусем пухнă. Тухса калаçмалли текстсене альбом евĕрлĕ илемлетнĕ пĕчĕк плакатсем ăсталанă.

Çамрăк таврапĕлỹçĕсем пурте шкулти "Çар Мухтавĕн Паттăрлăх музейĕн" хастарĕсем. Вĕсем хăйсен шырав-тĕпчевĕсене ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ И.Криков ертсе пынипе пурнăçлаççĕ. Чăннипех те, интереслĕ хыпарсем нумай. Акă, 10 класра вĕренекен Анна Игнатьева 1941-1942 çулсенче Вăрмар тăрăхĕнче хỹтĕлев сооруженийĕсем туни пирки калаçрĕ. Çĕнĕ тема. Ку енĕпе ĕçлемелли нумай-ха. Çамрăк тĕпчевçĕ окопсем, траншейăсем, дзотсем чавма хутшăннă çынсен аса илĕвĕсене пухнă. Ытти шкулсенчи таврапĕлỹçĕсемшĕн вăл тухса калаçни - тĕслĕх.

Вăрçă вăхăтĕнче тухнă кĕнекесенче, хаçат-журналсенче пичетленнĕ статьясенче Энĕшпуç çыннисем пирки çырнисем те пур. 9 класра вĕренекен Наташа Егорова "И.Криков ăраскалĕ" темăпа тарăн содержаниллĕ калаçу хатĕрленĕ. Пĕчĕк кăна кĕнекере Иван Петрович паттăрлăхĕ пирки çырнине хумханса вуласа панă.

Конференцие килĕшỹллĕ хатĕрленине палăртмалла. Вăрçă ветеранĕсем ялта 10 çеç юлнă. Вĕсенчен 3-шĕ ачасемпе тĕл пулма килнĕ. Вĕсем таврапĕлỹçĕсен калаçăвĕсене тимлĕн итленисĕр пуçне хăйсен шухăшĕсене, тỹрлетĕвĕсене пĕлтерчĕç. Акă, Энĕшпуç станцийĕ çывăхĕнче çар склачĕ вырнаçнă пулнă. Унăн шăпи пирки хатĕрленĕ рефератра хăш-пĕр хушусем кĕртмелле терĕç.

Шкулсенчи таврапĕлỹ ĕçне ытларах чухне вожатăйсем тимлеççĕ. Çавăнпах-тăр, конференцине районти шкул ачисемпе класс тулашĕнче ĕçлекен учительсене те чĕннĕ. Урнарта вĕрентекен В.Сытина паттăрлăха халалланă хăйĕн юррисене чуна витермелле юрларĕ. 7 класри Денис Никифоров вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене юрласа кăтартни пурне те хумхантарчĕ.

Çамрăк таврапĕлỹçĕсем пĕлтернисене конференцие хутшăнакансем ытти шкулсенче та сармалли пирки каларĕç. Юлашкинчен пурте "Çар Мухтавĕн Паттăрлăх музейĕнче" пулчĕç. Кунта пуян та интереслĕ экспозиципе çамрăк экскурсоводсем паллаштарчĕç.

В. ЦЫФАРКИН.



16 апреля 2005
00:00
Поделиться