Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тортпа сăйларĕç, юрăсемпе савăнтарчĕç

о Ĕç коллективĕсенче

Тортпа сăйларĕç, юрăсемпе савăнтарчĕç

Иртнĕ эрнекун "Вăрмарти çĕвĕ фабрики" хупă акционерлă обществăн çĕвĕ цехĕнче çулталăк итогĕсем тăрăх акционерсен пухăвĕ иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров, поселок администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Егоров, район больницин тĕп врачăн заместителĕ Н.Эсенкулов, райадминистрацин социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ В.Иванов, çĕр енĕпе ĕçлекен тĕп специалист И.Андреева, районти автотранспорт предприятийĕн начальникĕ В.Васильев, Шупашкарти "Текстиль" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕпе А.Ковалевпа коммерци директорĕ С.Михайлов хутшăнчĕç. Пухăва фабрика директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан С.Белоусова уçрĕ. Паянхи кун çĕвĕ фабрики ума тухса тăракан йывăрлăхсене парăнмасăр малаллах талпăннине палăртмалла. Акă, 2004 çулта çĕвĕ ĕçченĕсем 4 миллион та 754 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă, ку иртнĕ çулхипе танлаштарсан - 244,3 процент. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта 1 миллион та 257 пин тенкĕлĕх заказ çĕлесе пурнăçланă, ку иртнĕ çулхи çак тапхăрпа илсен 137,4 процент. Паян фабрика Шупашкарти "Текстиль" тата Мускаври "Текстиль-Восток-Сервис" тулли мар яваплă обществăсемпе килĕшỹ туса заказсем çĕлет. Халĕ, акă, нумай пулмасть, фабрика тата Мускаври тепĕр пысăк фирмăпа килĕшỹ туса заказ йышăннă. Ку, паллах, фабрика ĕçченĕсене çĕнĕ вăй-хăватпа ĕçлеме хистет, производствăн экономикине аталантарать, çĕвĕçсене ĕç укçи ỹстерсе производствăпа çыхăннă тăкаксене саплаштарма май парать. Паян фабрикăра 156 çын тăрăшать. Вĕсем пухăва килнĕ яваплă çынсене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусем пачĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Егоров пухăннисене чи малтанах çĕвĕ фабрики уçăлнăранпа 25 çул çитнĕ ятпа саламларĕ, ырлăх-сывлăх, телей сунчĕ. Иртнĕ çулхи, çавăн пекех пĕрремĕш кварталти ĕç итогĕсем тăрăх тавар туса кăларнине тишкерсе, унăн пахалăхне палăртса, хăйсен чысне, маркине малалла та çỹлте тытса пыма каларĕ. Унтан районти яваплă çынсем кунта ĕçлекенсен ыйтăвĕсем çине хуравсем пачĕç.

Çĕвĕ фабрикин директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыракан С.Белоусова сăмах илсе кун йĕркинче палăртнă ыйтусемпе паллаштарчĕ.

Чи малтанах шутлав комиссийĕн членĕсене суйларĕç. "Вăрмарти çĕвĕ фабрики" хупă акционерлă обществăн Уставне хушăмсемпе улшăнусем кĕртессипе калаçрĕç. Фабрикăн тĕп бухгалтерĕ Л.Гурьева иртнĕ çулхи финанс отчетне турĕ, производство калăпăшне ỹстерес, тăкаксене саплаштарас енĕпе çул-йĕрсене палăртрĕ. Обществăн ревизи комиссийĕн председателĕ И.Кузьмина бухгалтери учечĕпе хирĕçỹлĕх пулманнине çирĕплетрĕ.

Унтан фабрикăн генеральнăй директорне суйлассипе сасăлав пулчĕ.

Юлашкинчен, сасăлав итогĕсем тăрăх, фабрикăн генеральнăй директорĕ пулма кунта 1983 çултанпах вăй хуракан С.Белоусовăна çирĕплетрĕç.

Шупашкарти "Текстиль" тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ А.Ковалев, фабрикăн ĕçченĕсене, тивĕçлĕ канурисене çĕвĕ фабрики 25 çул тултарнă ятпа саламларĕ, нумай çул тỹрĕ кăмăлпа вăй хунă ĕçченсене Хисеп грамотисемпе чысларĕ, укçан преми парса хавхалантарчĕ.

Пуху вăхăтĕнче Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада юрăçисем С.Павлов, К.Петрова, С.Шадриков юрăсем шăрантарса çĕвĕ ăстисен кăмăлĕсене çĕклесе савăнтарчĕç, фабрика администрацийĕ тортсемпе сăйларĕ.

В. ГУРЬЕВА,

корреспондент.



20 апреля 2005
00:00
Поделиться