Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Вăхăчĕ çапла хушать

о Тирпей-илем

Вăхăчĕ çапла хушать

Тин кăна çанталăк сивĕччĕ, йĕри-тавра шап-шурă юр выртатчĕ. Халĕ акă тахçантанпах кĕтнĕ çуркунне çитрĕ. Ĕçчен халăхăн канлĕх пĕтрĕ. Мĕн ĕлĕкренпех ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен кил-çурта чысланă, картишсене, урамсене, пахчасене тирпейленĕ. Мăнкун çитиччен яланах тап-таса тасатнă. Ку йĕрке кашни çуркуннех çапла пулса пырать те ĕнтĕ. Çапла вара поселок территорийĕнче те тирпей-илем кĕртме вăхăт çитрĕ. Уйрăм çуртсенче пурăнакансем хĕл каçа урама тухса тăкнă ăпăр-тапăрсене тасатмалла. Комаров, Пушкин, Комсомольски, Свердлов, Маяковски, Н.Зарубин, Колхознăй, Мичурин, Зеленăй, Е.Степанова, К.Маркс, Крупская, Чапаев, Некрасов тата ытти урамсенче тасамарлăх хуçаланать. Нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнче те çав тĕслĕхех. Пырса лартнă контейнерсем çине тăкмаççĕ, айккине купаласа хураççĕ. Тасалăха никам та айккинчен килсе туса памасть. Вараларăн пулсан - тасат. Вăхăт шăвать, кĕçех шыв-шур типсе симĕс курăк та шăтĕ. Унччен пирĕн пурин те пĕрле çине тăрса хамăр вараланă каяшсенчен тасаласчĕ. Кăштах çĕр кушăрхама пуçласанах предприятисемпе организацисенчи коллективсем харпăр хăй ĕç вырăнĕсенче, уйрăм çынсем харпăр хăй урамĕсенче субботниксем ирттерессине йĕркелемелле. Таса кил-çурт, урам, поселок таса пулсан хамăра та тухса кĕме кăмăллă, килекен хăнасене те аван. Апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 15-мĕшĕччен районта тирпей-илем кĕртессипе уйăхлăх пырать. Çак уйăхлăха хутшăнса çуртсен умĕнчи картасене юсаса илемлетмелле, сăрламалла. Хĕвел хĕртсе çĕр пиçсе çитиччен çак ĕçсене вĕçлемеллех. Вăхăчĕ çапла хушать. Куç киленмелĕх, чун савăнмалăх поселок урамĕсем тирпейлĕ те илемлĕ пулни кунта пурăнакансемшĕнех-çке.

Г. ЕГОРОВ,

Вăрмар поселок

администрацийĕн пуçлăхĕ.



20 апреля 2005
00:00
Поделиться