Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Водительсен канашлăвĕ

о Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн

Водительсен канашлăвĕ

Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни çулах районти водительсен пухăвĕ иртет. Акă автотранспорт предприятийĕн ларусен залне предприятисемпе организацисен, хуçалăхсен водителĕсемпе главнăй инженерĕсем пухăнчĕç. Чи малтанах республикăри транспорт инспекцийĕн представителĕ çăмăл автомашина хуçисене лицензи илмесĕр пассажирсене турттарса çỹреме юраманни çинчен асăрхаттарчĕ тата ăна илмелли йĕркепе паллаштарчĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн агитаципе пропаганда инспекторĕ Н.Александров районти çул-йĕрсем çинче 2004 çулта автомашинăсемпе инкексем пулса иртни пирки каласа пачĕ. Кăçалхи виçĕ уйăхри кăтартусемпе паллаштарчĕ. Николай Васильевич тухса каланинчен çул-йĕрсем çинчи инкексем ытларах харпăр хăй яваплăхне туйманнипе килсе тухни палăрчĕ. Вăл эрех ĕçсе руль умне ларма, хăвăртлăха ỹстерсе çил пек вĕçтерсе çỹреме юраманнине аса илтерчĕ. "Автомототранспортсене техосмотра вăхăтра кăлармалла. Ку вара пуриншĕн те кирлĕ, мĕншĕн тесен юсавсăр техникăпа çула тухни çын пурнăçĕшĕн хăрушă. Çавăнпа та районти пур предприятисемпе организацисен, ял хуçалăх руководителĕсен, тĕп специалисчĕсен ку енĕпе тимлĕхе ỹстермелле, ГИБДД работникĕсем ирттерекен мероприятисене активлă хутшăнмалла", - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Н.Александров.

Юлашкинчен аварисĕр ĕçленĕ, çул-йĕрсем çинчи правилăсене çирĕп пурнăçласа пынă водительсене хавхалантарса Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем панă.

А. НИКОЛАЕВА.



20 апреля 2005
00:00
Поделиться