Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çул юппинче пăрăнмасăр

о Династи

Çул юппинче пăрăнмасăр

Чăваш хĕрарăмне тĕнче пĕлет. Вăл çĕр çийĕн маттур çынсене сапалать. Çĕр-шывăн хуть те хăш кĕтесĕнче те тĕл пулаççĕ чăваш ачисем.

Паян сăмахăм манăн хамăрпа юнашарах утса çỹрекен ĕçчен те сăпайлă хĕрарăмăн çемйи пирки пырĕ. Вăл - "Чакинское" хуçалăхри Елена Руфовна Волкова. Мĕн ачаран хăйĕн ĕçне фермăпа çыхăнтарнă. Шкул вĕренсе пĕтерсен тỹрех фермăналла çул тытнă. Ĕçленĕ çамрăк хĕр, ỹркенмен. Пурнăç сукмакĕ ăна фермăрах вăй хуракан Владимир Волковпа пĕрлештерет. Виçĕ ача çитĕнтереççĕ вĕсем. Ачисем те ĕçрен хăраса, ỹркенсе тăмаççĕ. Час-часах амăшне пулăшма фермăна çỹреççĕ. Лена хăй те çавăн пек, амăшне пулăшма пырсах ферма ĕçне хăнăхнă. Унтанпа 16 çул иртрĕ. Унăн амăшĕ Елена Васильевна Никифорова 1937 çулта кун çути курнă. Вăрçă пуçланнă вăхăтра 4-ри ача пулнă. Асапне те тỹснĕ пулĕ вăрçă ачи, ашшĕне те тĕлĕкри пек кăна аса илекенскер. Çамрăклах ĕç çумне çыпăçма тивнĕ ăна. Тĕрлĕ çĕрте ĕçленĕ хыççăн тăван хуçалăхра свинаркăра вăй хума тытăнать вăл. Ĕç стажĕ - 40 çул. Çак хушăра хура-шурне, савăнăçне пайтах курнă. Малтанхи вăхăтра Пĕчĕк Енккасси ялĕнчен Аслă Чакра вырнаçнă фермăна 20-30 çын та çỹренĕ. Вĕсен хушшинче Елена аппа та. Унăн мăшăрĕ - Руф Никифорович Никифоров. Вăл та ялтан ниçта та тухса кайса ĕçлемен. Малтан "Ударник" колхозра, унтан "Дружба", "Знамя", каярахпа "Чакинское" хуçалăхра вăй хунă. Хисеплĕ трактористăн ĕç стажĕ 40 çул пулнă. Шел пулин те вăл халĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ. Усал чир ăна 8 çул каяллах асаплантарса леш тĕнчене ăсатрĕ. Елена Васильевнăпа пĕрлешсе 5 ача çуратса ỹстернĕ. Пурте ура çине тăрса çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулса çитĕннĕ: Герман трактористра 15 çул вăй хурать, Валерий - фермăра 23 çул скотникре, Алексей - скотникре 13 çул, Ольга 10 çул дояркăра вăй хунă. Пурте çав тери хастар тăван хуçалăхшăн тăрăшаççĕ. Аслашшĕ Никифор Васильевич, асламăшĕ Анна Алексеевна, Василий Николаевич кукашшĕпе Матрена Дмитриевна кукамăшĕ те хальхи "Чакинское" хуçалăхрах вăй хунă. Вĕсен ĕç стажĕ 94 çул. Тĕрĕсрех каласан çак тымарăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 256 çул. Тỹрĕ кăмăлпа нумай çулсем ĕçленĕшĕнех вĕсене Хисеп грамотисемпе хаклă парнесем парса чысланă.

Çын вăл лайăха кĕтет, ансат пурнăç шырать. Çаксем вара пурте йывăр ĕçрен пуçланаççĕ. Выльăх-чĕрлĕхе пăхма вара пĕрре те çăмăл мар. Йывăрлăхран "Чакинское" хуçалăхри Никифоровсен çемйи пĕрре те шикленмест. Малашлăха çирĕп пăхса пурнăç сукмакне такăрлатаççĕ, çул юппинче пăрăнса юлмаççĕ.

А. НИКОЛАЕВА.



23 апреля 2005
00:00
Поделиться