Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пĕрлĕхре - вăй

о Çур аки умĕн

Пĕрлĕхре - вăй

"Шигали" районта пур енĕпе те аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Укçа-тенкĕ енчен те çирĕп вĕсем. Хапха умне çитнĕ çур акине еплерех кĕтсе илеççĕ-ха Шăхальсем?

Çак ыйтупа интересленсе çул тытрăмăр та ĕнтĕ район центрĕнчен инçерех вырнаçнă яла. Эпир çитнĕ чух кунти механизаторсем хĕрсех ĕçлеççĕ. В.Степанов КамАЗ автомашинăна юсать. Гаражра та юсав ĕçĕсем пыраççĕ. "Паян-ыран уя тухса кайма хатĕр", - теççĕ механизаторсем.

"Кадрсем пирĕн çирĕп, - тет хуçалăх пуçлăхĕ, - тракторист вăл е слесарь, сварщик, водитель, строитель - пурте çур акине хатĕрленме кỹлĕннĕ, кам ăçта вăй хурать". В.Илларионов, И.Павлов, М.Черемисов, М.Афанасьев, В.Поршев, В.Пашков, В.Шуянов хăйсен ĕçĕсене пĕлсе те яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Вĕсен тăрăшулăхĕпе хуçалăх пуçлăхĕ те кăмăллă. Вăл каласа панă тăрăх кунта ĕçе юратман, техникăна хисеплемен, тирпейлĕхшĕн тăрăшман çынсем валли вырăн çукки палăрчĕ. Сăмах май каласан А.Ульянов хăй пĕр ĕçрен те ỹркенсе тăмасть. Шап-шурă кĕпепе трактор çине ларса фермăран тислĕк те кăларма пултарать. Кунти ĕçченсен тĕслĕх илмелли çынни пурах. Вăл чăннипех те хăйĕн ĕçне чунтанах парăннă çын. Тĕп специалисчĕсем те руль умне ларса хăйсен ĕçченлĕхне кăтартма ỹркенмеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ку хуçалăха патшалăх çур аки ирттерме 1 миллион çăмăллатнă кредит та парса пулăшать. Укçа-тенкĕне ĕçе йĕркелеме пĕлменнисене памаççех. Кĕçех вĕсем çунтармалли-сĕрмелли материалсем те турттарса килĕç. Лизинг майĕпе Т-150 трактора тĕпренех юсанă. Çĕнĕ техника та чылаях туяннă. 2003 çулта республикăра патшалăха чи нумай тырă сутма пултарнишĕн ку хуçалăха Шупашкарти элеватор автомашина та парнеленĕ. Кăçал кунта çур акине икĕ культиватора пĕрлештернĕ агрегатпа виçĕ Т-150 трактор, виçĕ сеялкăллă икĕ ДТ-75, икĕ сеялкăлли виçĕ МТЗ-82 тата ыттисем те уя тухмалла. Кăкарса ĕçлемелли агрегатсем çур акине тухма хатĕр. Тракторĕсене вара кăштах юсаса çитермелле-ха. Шăхальсем кăçал Мăнçырмасен 500 гектар çĕрне те арендăна илсе ĕçлесшĕн. Çур аки ирттерме ытти хуçалăхсене те пулăшма хатĕр вĕсем.

Ĕçле кăна - ан ỹркен, укçи те пулĕ, тырри-пулли те пỹлмере тулĕ, выльăх-чĕрлĕхĕ те тутă тăрĕ. Апла пулсан çур акине вăхăтра, агротехника требованийĕсене çирĕп пăхăнса пурнăçламалли кăна юлать.

Рейд бригади:

Н. ВАСИЛЬЕВ, ял хуçалăх управленийĕн начальникĕн заместителĕ*

В. НИКОЛАЕВ, районти Гостехнадзор инспекцийĕн начальникĕ*

М. ФЕДОРОВ, ял хуçалăх управленийĕн тĕп инженерĕ*

А. НИКОЛАЕВА, ял хуçалăх пайĕн редакторĕ.



23 апреля 2005
00:00
Поделиться