Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Районта - Министерство кунĕ

Районта - Министерство кунĕ

Апрелĕн 20-мĕшĕнче тăван республикăн хулисемпе районĕсенче йăлана кĕнĕ йĕркепе Министерствăсен кунĕ иртрĕ. Ĕçлĕ çул çỹрев тĕллевĕ - Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров Чăваш Парламентне çулсерен яракан Çырупа паллаштарасси, Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнине халалласа мероприятисем ирттересси, республика пуçлăхĕ ятарласа кăларнă Йывăç кунне ирттересси тата ачана кашни уйăхра паракан пособи виçине ỹстересси çинчен Указсене пурнăçласси, çур аки ĕçĕсене хатĕрленсе ирттересси ыйтусем тавра пулчĕç. Пирĕн района Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министр заместителĕсем Т.Евдокимовапа А.Выйкин ертсе пынипе ĕçлĕ ушкăн килсе çитрĕ.

Чи малтанах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Егоровпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе, экономика аталанăвĕпе тĕплĕн паллашнă. Унтан райадминистрацин ларусен залĕнче районти культура ĕçченĕсемпе курнăçса культура отрасльне аталантарасси, периодикăлла изданисене çырăнтарасси, музейсем, вĕрентỹпе воспитани учрежденийĕсем уçасси, культура учрежденийĕсен пурлăх никĕсне пуянлатасси, квалификациллĕ кадрсем вĕрентсе хатĕрлесси, çамрăксен канăвне усăллă ирттерме пулăшасси тата ытти пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусене тишкерсе сỹтсе явнă. Çавăн пекех республика пуçлăхĕн Указĕсене пурнăçлассипе, территорисене тирпей-илем кĕртессипе, Аслă Çĕнтерỹ уявне кĕтсе илессипе, çăмăллăхсене укçан саплаштарассине граждансене ăнлантарассипе калаçнă, республикăн кулленхи аталанăвĕ çинче чарăнса тăнă.

Районти "Хĕрлĕ ялав" хаçат редакцийĕнче районти тĕслĕх библиотекăра, музейра, Мăнçырма ялĕнче пулса ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнă.

Юлашкинчен министерство ĕçченĕсем район администрацийĕнче граждансене харпăр хăй ыйтăвĕсемпе йышăннă.

В. ГУРЬЕВА.



23 апреля 2005
00:00
Поделиться