Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Шанчăк - çамрăксенче

о Ĕçпе тивĕçтерекен центрта

Шанчăк - çамрăксенче

Раççейре, Чăваш Енре рынок хутшăнăвĕсем вăй илсе аталанса пынă тапхăрта предприятисемпе организацисенче çирĕп пĕлỹллĕ, пысăк квалификациллĕ ăста кадрсем çителĕксĕр пулни куç кĕрет. Ĕç вырăнĕсенче паян кадрсем ватăлса пынă май, çамрăк ăрăва ĕçе хăнăхтарасси, тĕрĕс юхăмпа интереслентерсе явăçтарасси тĕп çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăмалла. Паллах, вĕрентекенсем те, ачасен ашшĕ-амăшĕсем те çакăн çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ, мĕншĕн тесен çамрăксене ĕçпе вăхăтра тивĕçтерни вĕсен хушшинчи хальхи вăхăтра кунсерен тенĕ пек йышланса пыракан преступленисен шутне чакарма пулăшать. Ĕçпе тивĕçтерекен районти центр ĕçченĕсем çамрăк ăрăва ĕçе явăçтарассине тĕпе хурса çакăн валли тĕрлĕ майсем туса параççĕ. Халĕ çурхи кунсем çитнĕ май çул çитмен ачасене çуллахи каникул кунĕсенче вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарассипе районти предприятисемпе, организацисемпе килĕшỹсем йĕркелеççĕ. Çак тĕллевпех çул çитмен граждансене ĕçе вырнаçтарас енĕпе кашни çулах 14-18 çулхи ачасем валли вакансисен ярмарккине ирттереççĕ. Унта ĕçпе тивĕçтерме пулăшакансем активлă хутшăнма тăрăшаççĕ. Анчах çакна манмалла мар: çул çитмен çамрăк граждансене ĕçе явăçтарнă чух, Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕнче палăртнă саккунсене çирĕп пурнăçламалла. Центр пулăшнипех кăçалхи пĕрремĕш кварталта çул çитмен 36 ачана вĕренỹрен пушă тапхăрта вăхăтлăха ĕçпе тивĕçтернĕ. Вĕсене укçан хавхалантарас тĕллевпе федераллă бюджетран 15,1 пин тенкĕ тăкакланă. Кăçал центр ĕçченĕсем çул çитмен 370 ачана ĕçпе тивĕçтерме палăртнă.

Кăçалхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне центрта учетра 16-29 çулхи çамрăксем 121 тăнă, пĕлтĕрхи çак тапхăрта кун пеккисем 91 пулнă. Вĕсене ĕçе явăçтарассипе, çĕнĕ профессие вĕренме ярассипе куллен тăрăшаççĕ. Тĕслĕхрен, кăçалхи виçĕ уйăхра ĕçсĕррисенчен 45 çынна çĕнĕ професси "туянма" янă, ку шутран ытларахăшĕ - çамрăксем. Вĕсем ытларах ПЭВМ операторĕ, "С" категориллĕ водитель, котельнăйсен установкисен операторĕ, газоэлектросварщик, сутуçă-кассир, каменщик, повар-кондитер тата ытти профессисене алла илеççĕ.

Профессиллĕ ориентаци, психологи пулăшăвĕ парассипе те тимлĕн ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен çакă та питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Çапла, çамрăксем хушшинче ĕçсĕрлĕх шайĕ ỹссе пыни общество умне хăйне евĕр çивĕч ыйтусем кăларса тăратать, вĕсене эпир пурте алла-аллăн тытăнса татса пама пултаратпăрах.

В. ГУРЬЕВА.



23 апреля 2005
00:00
Поделиться