Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

КАШНИЕХ ÇĔНТЕРỸШĔН ĔÇЛЕНĔ

о Аслă Çĕнтерĕве - 60 çул

КАШНИЕХ ÇĔНТЕРỸШĔН ĔÇЛЕНĔ

        Кунран-кунах инçе юлаççĕ асаплă вăрçă çулĕсем. Кунран-кунах сахалланса пыраççĕ вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă ветерансемпе вăрçă хирне тухса кайнă ашшĕсем, пиччĕшĕсем, мăшăрĕсем вырăнне тăрса юлнă тыл ĕçченĕсем. Тылра та, вăрçă хирĕнчи пекех, пурнăç вĕресе тăнă, вăхăта пăхмасăр, кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ. Кашни çын тăрăшса ĕçлени, кашни çын çирĕп шанчăкпа пурăнни Аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Мăнçырма ялĕнче пурăнакан тыл ĕçченĕсенчен пĕри - Александра Степановна Петрова. Вăл 1925 çулхи март уйăхĕнче Чулкасра çуралнă. Икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕннĕ вĕсем. Ял шкулĕнче 4 класс вĕренсе пĕтернĕ хыççăн малалла пĕлỹ пухма Вăрмара çỹренĕ. 7 класра вĕреннĕшĕн укçа тỹлемелле пулнă. Ĕлĕкхи вăхăтра ĕçленĕшĕн укçан тỹлекен вырăн сахал пулнă, çавна пула Шурăн вĕренỹ çинчен манма тивнĕ. Умра - ĕç çулĕсем. Ытти çынсемпе пĕрле колхоз уйĕнче сухаланă, акнă, тырă вырнă. Трактор таврашĕ пулман пирки сеялкăсене 3 лаша кăкарса турттарса акнă.

Çакăн пек пĕр шухăшсăр, чунтан тăрăшса ĕçлесе çỹренĕ кунсенче яла хăрушă хыпар çитнĕ: вăрçă пуçланнă. Ĕненме те, ăнланма та май çук хăрушă хыпар - вăрçă! Александра Степановнăн аслă пиччĕшне повестка параççĕ, пиччĕшĕ фронта тухса каять. Унтан вăл контузи пулса таврăнать, нумаях пурăнаймасть, çĕре кĕрет. Аппăшĕ самолетсем тунă çĕрте ĕçлет. Киле ырă-сывă таврăнса 80 çул çитиччен çут тĕнчепе савăнса пурăнать. Шăллĕне ФЗО шкулне вĕренме яраççĕ.

16 çулти Шурăна вăрçăн малтанхи кунĕсенчех Пăрăнтăка чукун çул тунă çĕре яраççĕ. Ун пек çамрăк хĕрсем нумаййăн пулнă кунта. Атăл хĕрринчен хăйăр, вак-чул тиесе турттарнă.

Вăрçă сарăлнăçемĕн сарăлса пынă. 1942 çулхи шартлама сивĕ декабрь уйăхĕнче 17 çулхи Шурăна повестка параççĕ - фронта каймалла. Килте ватă ашшĕпе амăшĕ çеç тăрса юлнине пула Александра Степановнăна вăрçа илсе каймаççĕ, вырăнтах хăвараççĕ. Вăл вăхăтра Вăрмарти Осипенко ячĕллĕ çĕвĕ промартелĕ ĕçленĕ. Артель шкул общежитийĕнче вырнаçнă, Шупашкара пăхăнса тăнă. Çамрăк хĕрсем кунта салтаксем валли ăшă фуфайка, алса тулĕсем çĕленĕ. Александра Степановна та çак йышра пулнă, фронта пулăшнă, çĕнтерĕве çывхартнă. Вăрçăн хăрушă çулĕсенче тылра та фронтри пекех сыхă тăмалла пулнă.

"Каçсерен пире, хĕрсене, автомат парса, черетпе вышка тăррине хурала тăрататчĕç, аса илет Александра Степановна, сивĕ, тăман вĕçтерет, çиллĕ çанталăкра вышка тăрри сулланатчĕ. Уйăрса панă вăхăта пурпĕрех тăрса ирттереттĕмĕр, чăтнă, тỹснĕ, йывăр тесе каламан".

Çапла, фронтра та, тылра та çăмăл пулман. Çак тỹсĕмлĕх, чăтăмлăх, ĕненỹ те шанчăк аслă Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă та ĕнтĕ.

Вăрçă чарăнни 5 çул иртсен Александра Степановна çемье çавăрнă, ывăл çуратнă. Анчах та çемьеллĕ пурнăç телейĕ нумая тăсăлмасть: мăшăрĕ çулталăк ытларах пĕрле пурăнсанах çĕре кĕрет. Ывăл ачана тулли çемьере çитĕнтермелле тесе шутласа çамрăк хĕрарăм Мăнçырма каччипе, Михаил Петрович Петровпа çемье чăмăртать. Çемьене иккĕмĕш ывăл хутшăнать. Килĕштерсе пурăнать Петровсен çемйи.

Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитнĕ ятпа панă медале алла илсен куçĕ шывланать тыл ĕçченĕн. Иртнĕ вăрçă çулĕсен йывăр кунĕсем никам чĕринчен те манăçа тухмаççĕ.

З. ИЛЛАРИОНОВА,

хĕрарăмсен канашĕн

председателĕ.

Мăнçырма ялĕ.



27 апреля 2005
00:00
Поделиться