Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Кун-çул сукмакĕ

о Шăпа

Кун-çул сукмакĕ

Çын пурнăçĕ карас çурта шăпи пек хăвăрт иртет. Кашни телейлĕ мăшăр хăйĕн ачи-пăчишĕн тăрăшса ĕмĕрне ирттерет.

Вăрмар поселокĕнчи Мария Ивановнăпа Иван Семенович Семеновсем те телейлĕ мăшăрсем. Вĕсен кун-çулĕ те хăйне евĕрлĕ. Иккĕшĕ те хамăр районти Анаткас ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ялти хитре те илемлĕ хĕре кăмăлласа куç хывать Иван Семенович. 1939 çулта хĕрпе каччă туслашаççĕ. Çемье çавăрма та палăртса хураççĕ икĕ çамрăк. Анчах та хаяр вăрçă пуçланса вĕсен ĕмĕтне татать. И.Семенова вăрçа илсе каяççĕ. Савнă тусĕ Мария яла юлать. Вĕсен юратăвне хаяр вăрçă та сỹнтереймест. Виç кĕтеслĕ çырусем çырсах тăраççĕ пĕр-пĕрин патне. Иван Семенович Ленинград блокадине лексе йывăр чирлесе госпитале лекет. Çавна пулах 1944 çулта ăна киле яраççĕ. Сывалса çитсен, 1945 çулта, Мария Ивановнăпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Ача-пăча пулмасан çемье те çирĕп пулмасть. Вĕсен те ачисем пĕрин хыççăн тепри çуралаççĕ: Миша, Юрик, Славик, Толя. 1962 çулта вĕсем Вăрмар поселокне çурт лартса пурăнма куçаççĕ. 1966 çулта Вова ятлă ывăлĕ çуралать. Çапла пурăнать туслă çемье. Ашшĕ-амăшĕсем ырми-канми ĕçлеççĕ, ачисем ỹссе çитĕнеççĕ. Мария Ивановнăпа Иван Семенович ĕмĕрĕпех районти сĕтел-пукан фабрикинче ĕçлесе ирттернĕ. Тивĕçлĕ канăва та унтанах тухнă. Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем, хаклă парнесем те нумай вĕсен. Канăва тухсан та ĕçсĕр лармасть хисеплĕ мăшăр. Килте ĕне выльăх усраса ачисене май килнĕ таран пулăшаççĕ. Анчах та Мария Ивановнан савнă мăшăрĕ сасартăк чирлесе ỹксе пурнăçран уйрăлать. Мĕн тăвас тетĕн, пурнăçăн саккунĕ çапла. Унтан иртеймĕн. Мăшăрĕ çĕре кĕнине чăтма йывăр пулин те, хăнăхать Мария Ивановна. Ачисемпе, мăнукĕсемпе йăпанать. Халĕ кĕçĕн ывăлĕн çемйипе пурăнать.

А. НИКОЛАЕВА.

Вăрмар поселокĕ.



27 апреля 2005
00:00
Поделиться