Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Атте 100 çулта

о Çулсем тата çынсем

Атте 100 çулта

Манăн атте - Семен Иванович Чернов çуралнăранпа март уйăхĕнче 100 çул çитрĕ. Вăй питти çамрăк колхозсем пуçлансанах уйра жнейкăпа тырă вырнă, Улатăр хулине тракториста вĕренме кайнă. Унтан лайăх паллăсемпе вĕренсе килсенех ăна 1931 çулта МТСра трактор бригадин бригадирĕ пулма çирĕплетнĕ. 40 çул пĕр улшăнмасăр вăй хунă вăл çак канăçсăр ĕçре. Хĕрĕх çул хушшинче илнĕ Хисеп грамотисемпе мухтав хучĕсем, орденсемпе медальсем мĕн чухлĕ унăн, вĕсене шутласа кăларма çăмăл мар пулĕ. Ку документсем чăнахах та механизаторăн ĕçне лайăх кăтартса, уçса параççĕ.

1931 çулта МТСа 20 трактор килсе çитнĕ. Вĕсенчен вун тăваттăшĕ "Форзон-Путиловец", улттăшĕ "Интер" маркăллисем. Çав çулах тăватă трактор бригади йĕркеленĕ. "Пĕр бригадине ертсе пыма мана хушрĕç", - аса илсе каласа панăччĕ вăл.

Çул хыççăн çул иртнĕ. МТС çĕнĕ техникăпа пуянланса пынă. Вĕсемпе ĕçлеме механизаторсем нумай кирлĕ пулнă. Çавăнпа МТС çумĕнче трактористсен курсне йĕркеленĕ. Вĕсене вĕрентсе хатĕрлес ĕçре пысăк опыт пухнă механизатор Семен Иванович нумай вăй хунă. Вăл 20 çул хушшинче 460 çамрăка тракторист-комбайнер пулма вĕрентсе хатĕрленĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем Чăваш АССРĕн тата РСФСР тава тивĕçлĕ механизаторĕн хисеплĕ ячĕсене çĕнсе илнĕ.

Чернов механик ертсе пыракан бригада Шăхаль, Хĕрлĕçыр, Тикаш, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсенчи колхозсенче ĕçленĕ.

Аслă Отечественнăй вăрçă хыççăн партипе правительство ял хуçалăхне ура çине тăратассине чи кирлĕ ыйтусенчен пĕри тесе шутланă. Çак тĕллеве пурнăçласа С.Чернов ертсе пыракан трактор бригади те ỹсĕм хыççăн ỹсĕм тунă. Çавăншăн ăна правительство 1948 çулта Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăланă.

40 çул вăй хунă Чернов трактор бригадин бригадирĕнче. Çав хушăра вăл темиçе хутчен те Пĕтĕм Союзри халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине хутшăннă.

Вĕри чĕреллĕ те вашават ветерана "Восход" колхоз правленийĕ "Хисеплĕ колхозник" ята панă, колхозри Хисеп кĕнеки çине кĕртнĕ.

Тивĕçлĕ канура пулин те Семен Иванович обществăлла ĕçсене те активлă хутшăннă, тăван хуçалăх пурнăçĕпе пурăннă. Ĕç çине тỹрĕ кăмăлпа пăхнăшăн колхозниксем ăна халăх контроль группин председательне суйланă. Ултă çул тăрăшса ĕçленĕ вăл çак ĕçре: çитменлĕхсене хирĕç çивĕч кĕрешнĕ. Çавăншăн ăна 1969 çулта Чăваш АССР халăх контроль комитечĕ ятне çырнă сехет парнеленĕ.

Ырă ят ылтăнран та хаклăрах теççĕ. Чăн сăмахсем. Хăй вăхăтĕнче Чернов юлташа темиçе хутчен те ял тата район Совечĕн депутатне суйланă. Икĕ çул хушши колхозри профсоюз комитечĕн председателĕ пулнă вăл.

Семен Ивановичпа арăмĕ Анна Степановна сакăр ача пăхса çитĕнтернĕ. Пурте тенĕ пекех аслă пĕлỹ илнĕ. Анне те çак кунсенче 100 çул тултарать.

Г. ЧЕРНОВ.

Шăхаль ялĕ.



30 апреля 2005
00:00
Поделиться