Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Халăхпа пурăнакан халсăр мар

о Руководитель трибуни

Халăхпа пурăнакан халсăр мар

Чăваш Республикин патшалăх политикин чи паллă çул-йĕрĕсенчен пĕри вăл  - ялти социаллă инфраструктурăна аталантарасси. Апла пулсан пирĕн ĕç те çак енĕпех çыхăннă. Чи малтанах халăх ыйтăвне туллин тивĕçтермелле. Вăл вара ытла пысăках та мар, пĕчĕк те мар. Районти тырă йышăнакан пунктăн (элеватор) кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕç кăтартăвĕсене илес пулсан, пĕрре те начар мар. Пĕрремĕш кварталта 347 тонна çăнăх, кĕрпе - 13, 112 тонна хутăш апат сутрăмăр. Çакă вара, республикăри ытти районсемпе танлаштарсан, чылай пысăкрах. Ытларах халăхпа ĕçлени аталану çулĕ çине тăма пулăшать те ĕнтĕ. Ялсенче, юлашки вăхăтра поселокра та ĕне выльăх нумай усраççĕ, вĕсене çитерме хутăш апата кăмăлласах туянаççĕ. Пирĕнпе районти предприятисемпе организацисем те тачă çыхăну тытаççĕ. Пирĕн предприяти муниципаллă учрежденисене апат-çимĕçпе тивĕçтерес енĕпе ирттернĕ конкурсра та çĕнтерỹçĕ пулса тăчĕ. Халĕ районти шкулсем, больница тата ыттисем те пирĕн продукцие туянаççĕ. Эпир вĕсен шанчăклă çыннисем. Хаксене те пĕр пек тытса тăратпăр. Çавна пулах пасарти таварсен хакĕсем те ытлах ỹссе каяймаççĕ. Эпир сутакан таварсен ассортименчĕ пуян: сахăр, тип çу, тăвар, тĕрлĕ сортлă çăнăх, кĕрпе тата ытти те. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта çăнăх хакĕсем те чакнă. Ял хуçалăх аталанмасăр, пирĕн малашлăх çук. Çавăнпа та эпир вĕсен шăпипе интересленсех тăратпăр. 2004 çулта пирĕнпе "Шигали", "Вознесенское", "АгроВладина", Мичурин ячĕллĕ хуçалăхсем, "Арабоси" агрофирма туслă çыхăну тытрĕç. Вĕсемсĕр пуçне пире Тăвай, Куславкка, Çĕрпỹ районĕсенчи хăш-пĕр хуçалăхсем те шанаççĕ. Вĕсен шанăçне эпир тỹрре кăларма тăрăшатпăр. Çавна пулах пĕлтĕр 1 миллион та 200 пин тенкĕ çăмăллатнă кредит та илтĕмĕр. Хуçалăхсене çур акинче пулăшас тĕллевпех таварлă кредит та паратпăр. Çакă вара ĕлĕкхи çынсем калашле, çиччĕ виçсе пĕрре касмасăр пулмастех. Эпир вăйлă пулсан, район экономики те палăрмаллах ỹсĕ. Аталану çулĕпе пырасси тăрăшмасăр, вăй хумасăр пулмасть. Çакна вара чи малтанах кадрсем татса параççĕ. Вĕсем пирĕн - çирĕп. С.Тимофеев, Ю.Мартынов, В.Герасимов, В.Никифоров, О.Федоров, Ю.Иванов, В.Терентьев, А.Игнатьева тата ыттисем те предприятире чылайранпа ĕçлесе ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Ĕç укçи тỹлесси те, халичченхипе танлаштарсан, палăрмаллах ỹснĕ.

"Халăхпа пурăнакан халсăр мар" тенĕ пек, тус-юлташ нумай пулса пирĕнпе тачă çыхăнса ĕçлессе шансах тăратпăр.

В. АЛЕКСАНДРОВ,

предприяти директорĕ.



30 апреля 2005
00:00
Поделиться