Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Мăнкуна - тулли кăмăлпа

Мăнкуна - тулли кăмăлпа

Халăх культури ыррине, лайăххине тĕпе хурать. Тĕн ĕненĕвĕ çутă тĕнчере пурăнакан кашни çынна пысăк вăй-хăват парать. Ыран - православи тĕнне ĕненекенсен Аслă уявĕ - Мăнкун. Çавна май пирĕн корреспондент А.НИКОЛАЕВА Михаил Архистратиг чиркĕвĕн настоятелĕпе ВЛАДИМИР аттепе тĕл пулса калаçнă.

"Чиркỹ вăл - чи сăваплă та таса вырăн. Тĕне ĕненекен çын Иисус Христоса пуç тайса, кĕл туса чунне тасатать. Турра чунтан ĕненекен çынсене ĕмĕрĕпех сывлăх, телей сунать. Аса илĕр-ха: Христос çак çĕр çине мĕн пур çынсен çылăхне хăйĕн тертлĕ-асаплă шăпипе, хăйĕн юнĕпе (тăшмансем ăна хĕрес çине пăталанă-çке) каçарттарма килнĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, тĕрĕс пурнăçпа пурăнакан этем леш тĕнчере те ырă вырăнта пулĕ.

Ыран - Аслă уяв. Турă пулăшнипе Кивĕ Вăрмар ялĕпе Вăрмар поселокĕ хушшинче Михаил Архистратиг чиркĕвĕ çĕкленсе ĕçлеме пуçларĕ. Пĕтĕм халăх кăмăлне чĕрĕлĕх хăвачĕ хушрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ, унта вăй хуракан яваплă çынсем, пĕтĕм район халăхĕ алла-аллăн тытăнса вăй хунипе кĕске вăхăтрах çак чиркỹ район халăхне йышăнма пуçларĕ. Тавах вĕсене пурне те. Кăçал Михаил Архистратиг православи чиркĕвĕнче пĕрремĕш хут Аслă Мăнкун уявĕ ячĕпе кĕлĕ пулать. Кам çылăхĕсене каçарттарма, чунне тата ỹтне сыватма тăрăшать, пурне те пирĕн чиркĕве чĕнетпĕр. Çак куна çывхартма пулăшнисене Турă пулăштăр. Вĕсен ырă кăмăлĕ ăруран-ăрăва куçса пытăр. Яланах Турăпа пĕрле çỹрĕр", - терĕ Владимир атте.



30 апреля 2005
00:00
Поделиться