Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Пурнăç çулĕпе - çирĕппĕн

о Потребкоопераци

Пурнăç çулĕпе - çирĕппĕн

Потребкоопераци - халăх ырлăхĕшĕн. Пирĕн потребительсен обществи халăхшăн пĕр вăхăтрах тĕрек те, хỹтлĕх те пулса тăрать, мĕншĕн тесен уншăн пайщиксем тĕп вырăнта. Кашнинех кунсерен куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтернисĕр, йăла ыйтăвĕсемпе пулăшу ĕçĕсем панисĕр пуçне райпо социаллă пурнăçри тĕллевсене пурнăçлассишĕн малаллах ăнтăлать. Социаллă ĕçри мал туртăмлăх - çынсен интересĕсене, ыйтăвĕсене туллинрех тивĕçтересси, ырлăхлă пурнăç туса парасси. Тĕрĕссипе, паян райпо системи алла илмен, тимлемен пĕр отрасль та çук пулĕ. Конкуренци витĕмĕ пысăк пулнине пăхмасăрах, суту-илỹ, обществăлла апатлану предприятийĕсен, производство, хатĕрлев ĕçĕсем, йăла ыйтăвĕсемпе тивĕçтересси ăнăçлă пынине палăртмалла. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта, акă, суту-илĕвĕн ваккăн таварçаврăнăшĕ 15082 пин тенкĕпе танлашнă, иртнĕ çулхи çак тапхăра илсен 102,6 процент.

Обществăлла апатлану предприятийĕсем 3122 пин тенкĕлĕх продукци сутнă, харпăр хăй продукцине 1453 пин тенкĕлĕх, е 103,2 процент туса хатĕрленĕ. Пĕр çын пуçне 707 тенкĕлĕх таварпа тивĕçтернĕ. Лавккасем йышăнупа хатĕрлев пункчĕсем пулнă май, ял çыннисенчен ял хуçалăх продукцийĕ, эмел курăкĕ, кивĕ хут, çĕтĕк-çурăк туянассипе малалла ĕçлеççĕ кооператорсем. Хатĕрлев ĕçĕн таварçаврăнăшĕ, виçĕ уйăхпа илсен, 2773 пин тенкĕпе танлашнă, ку, иртнĕ çулхипе илсен, 164,5 процент. Акă 2004 çулта хатĕрлевçĕсем 858 тонна сĕт пухнă. Кăçалхи I кварталта 220 тонна пухма пултарнă. Тутарстанри "Эдельвейс" тулли мар яваплă обществăпа алла-аллăн тытăнса тачă çыхăнура ĕçлетпĕр. Халĕ çурхи кунсем çитнĕ май, эмел курăкĕсене пухмалли сезон та уçăлчĕ. Нумай пулмасть кивĕ хут, полиэтилен, çĕтĕк пухассипе вĕренекенсем хушшинче Чăвашпотребсоюз ирттернĕ конкурса ачасем активлă хутшăнса хаклă парнесене тивĕç пулнă.

Производствăна илсен, "Нива" тата "Вăрмарти çăкăр завочĕ" тулли мар яваплă обществăсем 4000 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă. Апат-çимĕçĕн тутлăлăхне, ассортиментне анлăлатассишĕн куллен тăрăшаççĕ кунти ĕçченсем, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе çĕнĕрен те çĕнĕ мелсем, çĕнĕ технологисем шыраççĕ.

Çапла, кооператорсем яланах шыравра. Пирĕн тĕллев - вăй-хала шеллемесĕр ял çыннине пулăшасси, социаллă миссине пурнăçа çирĕп кĕртесси.

К. НИКИТИН,

райпо совечĕн председателĕ.



30 апреля 2005
00:00
Поделиться