Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Тавралăх илемĕшĕн

о Парксемпе садсен çулталăкĕ

Тавралăх илемĕшĕн

Хамăр пурăнакан тавралăх илемĕ кашни çыннăн чĕрине тыткăна илет. Чăваш халăхĕ ĕлĕкрен йывăçсем лартнă, халĕ те çав ырă йăла-йĕрке пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Президенчĕ Н.Федоров 2005 çул - "Парксемпе садсен çулталăкĕ" тесе пĕлтернĕ. Ку Указа пĕтĕм чăваш халăхĕ хапăл туса йышăнчĕ, çав шутра пирĕн районта пурăнакансем те. Поселок илемĕшĕн, малашлăхĕшĕн тăрăшса çуркуннехи вăхăтра 700 тĕп тĕрлĕ йывăç тĕмĕсем лартĕç. Акă, иртнĕ кунсенче кăна-ха райадминистрацинче ĕçлекенсем Ленин площадĕнче йывăç тĕмĕсем лартса хăварчĕç. Ку ĕçе районти ытти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсене те йĕркелеме ыйтатпăр, мĕншĕн тесен апрелĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа майăн 15-мĕшĕччен тирпей-илем кĕртессипе уйăхлăх пырать. Апла пулсан пурин те тăван тавралăхри тасалăхшăн тăрăшмаллах.

Г. ЕГОРОВ,

поселок администрацийĕн пуçлăхĕ.



30 апреля 2005
00:00
Поделиться