Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ÇĔНĔЛĔХ ВĂЯ КĔРĔ

о Ыран - Радио кунĕ

ÇĔНĔЛĔХ ВĂЯ КĔРĔ

"Вăрмар калаçать" тесе пуçлатăп ирхине 6 сехет те 40 минутра эрнере виçĕ кун тухакан район передачине. Радио кунне пирĕн çĕр-шывра 1945 çултанпа паллă тăваççĕ. Вырăссен паллă ученăйĕ А.Попов пĕрремĕш радиоперадача парассине йĕркеленĕ. Çĕр-шывра телевидени тата радиовещани çĕнелсе лайăхланать, унăн пурлăхпа техника бази çирĕпленет тата аталанать. Юлашки çулсенче пралуклă çыхăну линийĕ тăкаклă пулнине шута илсе республикăра эфирлă радио çыхăнăвне тăвас тесе вăй хураççĕ. Çакă вара кĕçех пирĕн района та çитĕ. Хальхи вăхăтра районти хăш-пĕр ялсенче ку енĕпе ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен пралукĕсене татса пĕтернипе вĕсенче радиосем каламаççĕ. "Килтен çывăх çын çухалнă пекех туйăнать. Ăçта-ши радио сасси?" - тесе шăнкăравлать пĕр ялти учительница. "Радиосăр питĕ кичем. Чи малтан район хыпарĕсене итлес килет. Хам ĕмĕрте яланах радио итленĕ", - тет тепĕр ялти ĕçпе вăрçă ветеранĕ. Эфирлă çыхăнупа усă курас тесен ятарлă "Соло" радиоприемник туянмалла. Унпа "Русское радио", "Чăваш радио", "Радио Шансон", "Радио России", "Маяк" тата паллах, районти радио хумĕсене тытма пулать.

Чылайранпа пыракан район передачисене, паллах, халăх кăмăллать. Радиона итлекенсем, пирĕнпе тачă çыхăну тытакансем чылай. Пурне те унăн шăпи интереслентерет. Çыхăну предприятийĕсем çăмăл мар тапхăрта, экономика реформисем ирттернĕ условисенче ĕçлеççĕ. Çыхăну коммуникацийĕсене калăпăшĕпе пахалăхĕ енчен çĕнĕлле йĕркелес енĕпе пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пур çĕрте те пырать. Информаципе çыхăну пулăшăвĕ районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнать. Нумай çулсем хушши ăна Г.Матвеев, Н.Николаев, А.Белова, Т.Микулинская ăнăçлă ертсе пынă. Вĕсен ĕçне манăн малалла тытса пыма май килнишĕн эпĕ кăмăллă. Ыранхи уяв вăл пуриншĕн те, мĕншĕн тесен эпир район халăхĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Райадминистрацин çыхăнупа информатизаци пайĕнче вăй хуракансем: А.Чернов, Т.Петрова, Э.Маленков, О.Алексеева районти радиовещанин кăларăмĕсенче тивĕçлĕ информацисем, тĕрĕс критика, ĕç çыннисене хăйсен çитĕнĕвĕсемпе савăнтаракан хыпарсене çитерме тăрăшаççĕ. Кашни эфира тухакан передача халăх кăмăлне тивĕçтерессе шанатпăр. Радио кирек хăш вăхăтра та çынсен тусĕ, пурнăç шанчăкĕ пулнă, ỹлĕмрен те çаплах пулĕ.

Н. ШИШКИНА,

райадминистрацин çыхăнупа информатизаци

пайĕн ертсе пыракан специалисчĕ.



06 мая 2005
00:00
Поделиться