Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

АСАТТЕПЕ МУХТАНАТĂП

о Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

АСАТТЕПЕ МУХТАНАТĂП

Манăн асатте пире, Вова шăллăмпа иксĕмĕре, пурнăçра питĕ ăнланса, пулăшса, вĕрентсе пырать. Çав тери кăмăллă, ĕçчен, тăнлă, сумлă çын вăл. Эппин, сире унпа паллаштарам-ха.

Ананий Максимович Максимов 1914 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кĕлкеш ялĕнче çуралнă. 10 çул тултарсан, хамăр ялта шкул пулман пирки Куславкка районĕнчи Аслă Куснар шкулне вĕренме кĕнĕ. 1930 çулччен вĕренсен, килте вăй хунă.

1934 çулта Вăрмарти чăх-чĕп комбинатне счетовод-кассир пулса ĕçленĕ. Унтан, 1935 çулта, Вăрмарти перекет банкĕнче ĕçлеме пуçланă, бухгалтер пулнă.

Çав çулах вăл Орел хулине главнăй бухгалтера вĕренме кайнă. 1939 çулта вĕренỹ заведенине салатса янă пирки яла таврăннă. Ун хыççăн сентябрь уйăхĕнче Шупашкарти перекет кантурĕ ăна Тăвайри уйрăмне тĕп бухгалтерăн заместительне ĕçлеме янă. Унта вăл 1940 çулхи май уйăхĕччен ĕçленĕ. Майăн 19-мĕшĕнче салтака кайнă. Артиллери полкĕнче пулнă. Коммутаторта связист тивĕçĕсене пурнăçланă.

Часах вăрçă пуçланнă. Ананий Максимович полкĕн тỹрех фашистсемпе çапăçма тивнĕ. Малтан Карели фронтĕнче пулса Мурманск хулине хỹтĕленĕ. Финлянди патшалăхĕнчи Печенка, Норвегири Киркенес хулисене фашистсенчен туртса илнĕ. Унтан 1943 çулта, Хĕвел Анăç енне куçнă чух, Балтика тăрăхĕнче çапăçма тивнĕ. Вăрçăра 2 хутчен аманнă. Германире амансан, 4 уйăх госпитальте выртнă.

1945 çулта ноябрь уйăхĕнче Ананий Максимович киле таврăннă. Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Отечественнăй вăрçă орденĕ, "Хăюлăхшăн", "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн" тата ыттисем те, пурĕ 14 медаль илме тивĕç пулнă.

1947 çулта вăл Валентина Алексеевнăпа пĕрлешнĕ. Вĕсем 6 ача (4 ывăл та 2 хĕр) çуратса çĕр-шыва юрăхлă, тĕреклĕ те сывă, ăслă та тăнлă çитĕнтернĕ. Вĕсем тĕрлĕ çĕрте тĕпленнĕ пулин те, час-часах тăван килĕнче ашшĕпе пĕрле (амăшĕ темиçе çул каялла çĕре кĕчĕ).

Вăрçăран таврăнсанах асатте Вăрмарти перекет банкĕн кредит уйрăмĕнче 1968 çулччен начальник пулса ĕçленĕ.

1968 çулхи декабрь уйăхĕнче Вăрмарти строительствăпа монтаж управленийĕнче аслă экономист должноçĕнче вăй хума пуçланă.

1970 çулта "Ĕçри паттăрлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа" юбилей медалĕпе наградăланă. Каярах "Ĕçри хастарлăхшăн" медальпе чысланă. 1984 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă.

К. МАКСИМОВА,

9 класс.



06 мая 2005
00:00
Поделиться