Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Герой ячĕ - халăх чĕринче

Герой ячĕ - халăх чĕринче

Районта çуралса ỹснĕ Совет Союзĕн Геройĕпе - Анатолий Семенович Казаковпа эпир тивĕçлипе мухтанатпăр. Унăн вăрçăри паттăрлăхĕ ỹсекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăрать.

Унăн вăрçăри кун-çулĕ 1943 çулта Курск пĕккинче пуçланать. Йывăр пулнă ун чухне. Тăшман мĕн пур вăйне - темиçе пин танкпа автомашинăна, самолетсемпе ытти хĕç-пăшала çакăнти фронта куçарать. Гитлерăн тĕллевĕ Курск, Орел тата центрти ытти хуласене йышăнса Мускава Хĕвел Тухăç енчен çавăрса илесси пулнă. Курск пĕккинчи çапăçу Анатолийшĕн сывлăшри малтанхи тытăçу пулнă.

Анатолий Казаковăн вăрçăри пултарулăхĕ пысăк пулнă. Унăн эскадрилинчи штурмовиксем 370 вĕçев тунă, тăшманăнне 19 танкне, 2 бронемашинине, 83 автомашинине, 62 обозне, 6 орудине, 23 пулемет точкине, çар хатĕрĕсен 41 складне, 4 пăравуспа 8 вакунне, 2 "Юнкерс-87" самолетне аркатса тăкнă, бомбăсем пăрахнă вăхăтра нимĕçсен салтакĕсемпе офицерĕсем 360 çын вилнĕ. Çак цифрăсене çар командованийĕ Анатолий Казакова Совет Союзĕн Геройĕ ятне пама правительствăна тăратнă материалтан илнĕ. Анатолий Семенович 1943 çулта вăрçа сержант званипе штурмовик командирĕ пулса кĕнĕ, вăрçă пĕтнĕ чухне вăл капитан званипе эскадрилья командирĕ пулнă.

Анатолий Семенович Казаков пирĕн районăн пĕртен-пĕр вăрçăри геройĕ. Унăн кăкăрĕ çинче Геройăн Ылтăн Çăлтăрĕсĕр пуçне Хĕрлĕ Ялав орденĕ виççĕ, Александр Невский, "Хĕрлĕ Çăлтăр" орденĕсемпе нумай медальсем ялкăшатчĕç. Çар службинчен пенсие тухнă хыççăн Анатолий Семенович Хусанти аэроклубра инструктор пулса ĕçленĕ, çамрăксене хăй пекех паттăр летчик пулма вĕрентнĕ. 1989 çулта Анатолий чирленĕ хыççăн вăхăтсăр çĕре кĕрет. Хусан масарне пытарнă ăна.

А. ИЛЬИН.



06 мая 2005
00:00
Поделиться