Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ХЫПАРСĂР ÇУХАЛМАÇÇĔ

ХЫПАРСĂР ÇУХАЛМАÇÇĔ

Чаплă Çĕнтерỹре Эçпепе ялĕн каччисен, арçыннисен тỹпи те пысăк. Пĕр килтен виçшерĕн, тăватшарăн та хỹтĕлеме тухса кайнă вăрçа.

Акă илер-ха Иван Платонович Платонов çемйинех. Иван Платонович граждан вăрçинчен йывăр аманса таврăннă. Мĕн виличчен икĕ туяпа çỹресе ирттерчĕ пурнăçне. Çапах та алла усса ларман, ял халăхĕн хур кĕтĕвĕнче çỹренĕ. Çемье пĕчĕкех пулман - 3 хĕр те 3 ывăл.

Ачисен те курмалла пулнă çав вăрçă нушине. Вăрçă пуçланиччен действительнăй службăра Полтава хулинче тăрать Петĕр ятлă ывăлĕ. Вăрçă пуçлансанах Ворошиловградра летчиксем вĕрентсе хатĕрлекен ушкăнра вĕренме пуçлать. 1942 çул пуçламăшĕнче тăшман çине тăтăшах бомбăсем пăрахма вĕçсе кайни çинчен çырса ярать килне. Сайра килнĕ çырусем. Пĕр çырăвĕнче заданипе вĕçсе кайсан тăшмансем Хура тинĕсе персе антарни çинчен çырса пĕлтерет. Унтан 2 уйăх госпитальте сипленет. 1943 çул пуçламăшĕнче юлашки çыру илеççĕ. "Каллех заданисене вĕçетпĕр, вăхăт çукрах, хальлĕхе ан çырăр", - тесе пĕлтернĕ. Ку вара унран юлашки çыру пулнă. Петĕрпе пĕрле Анаткас каччи çапăçнă. Вăл каланă тăрăх, вĕсен самолетне нимĕçсем персе антараççĕ. Март уйăхĕнче вара вилни çинчен хут илеççĕ.

Тепĕр ывăлĕ Сергей, 17 çул та тултарайман, тăшманпа çапăçма тухса каять. Вăрçа кайма повестка илсен, амăшĕ вăратма пырать те йĕрсе ярать: "Мĕнле вăратса ярам-ши вăрçă хирне, мĕнле кăларса ярам-ши, пĕчĕк ача пек вĕт".

"Партизанра çỹремен-ши вăл?" - тет аппăшĕ, мĕншĕн тесен çырура çапла çырнине астăвать: "Йăлăхтарса çитерчĕ хырпа чăрăш айĕнче пурăнса, мĕншĕн тесен пирĕн кил - вăрман, сĕтел - тунката, апат-çимĕç - шăннă купăста кученĕ". 1944 çулта Коля ятлă вырăс ачинчен çыру илеççĕ. Пĕр яла илнĕ чух (ятне маннă) тăшман танкĕ çине граната ывăтнă чух хăй те пĕрле сирпĕнет. Виçĕ пĕрле ỹсекен йывăç айне пытарса хăварни çинчен пĕлтереççĕ. Вилнĕ хутне вара аннене шыва кайсан парса янă. "Мĕнле çĕклесе çитернĕ çĕклем шывне, киле çитсен йăванса кайрĕ", - аса илет Акулин аппа. - Хам качча кайман, ĕмĕр иртрĕ ĕнтĕ çавсемшĕн кулянсах", - ассăн сывлать аппăшĕ. Сергейăн вил тăпри Польша çĕрĕ çинче.

Вăрçă нумай çын шăпине татнă, анчах пирĕн халăх парăнмарĕ, Çĕнтерĕве çывхартрĕ.

Н. НИКОЛАЕВА.

Эçпепе ялĕ.



06 мая 2005
00:00
Поделиться