Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

"Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр, анчах çунмарĕ пирĕн халăх"

о Паттăрлăха ĕмĕр-ĕмĕр мухтав !

"Кĕрлерĕ вăрçă, çунчĕ çĕр,

анчах çунмарĕ пирĕн халăх"

çак темăпа Чупай шкулĕнче Аслă Çĕнтерỹ 60 çул тултарнине халалласа сочинени çыртăмăр.

"Эп вăрçа каятăп,- терĕ, -

Маншăн ан шиклен,

Е эп паттăр пулса килĕп

Каялла киле,

Е эп паттăр пулса вилĕп...

Сывă пул! Пилле".

Петĕр Хусанкайăн "Таня" поэминчи йĕркесем 1941-1945 çулсенчи вăрçа хутшăннă нумай чăваш хĕрĕн сăнарне куç умне кăлараççĕ. Вун саккăрти, çирĕмри хĕрсем арçынсемпе танах алла хĕç-пăшал тытса тăшмана хирĕç ыткăннă. Тăван çĕр-шыва чуралăхран сыхласа хăварнă.

"Таня" поэмăри сăнар пекех Мăнçырма хĕрĕ Нина Капитонова та ирсĕр фашист эшкерĕ Тăван çĕр-шывăмăрăн сăваплă çĕрне аттипе таптанине, кунсерен вун-вун çухрăм шаларах та шаларах кĕрсе пынине чăтма пултарайман, хăй ирĕкĕпе вăрçа кайма тĕв тунă. Çар комиссариачĕ унăн ыйтăвне тỹрех тивĕçтереймен -вун саккăрта çеç вĕт-ха вăл. Ачасене вĕрентекен те кирлĕ, çитменнине тата вăл педагогика институтĕнче иккĕмĕш курсра вĕреннĕ.

Чупай ялĕнчи А.Николаев вăрçă ветеранĕ аса илнинчен: "Пирĕн шкула чăваш чĕлхипе литератури вĕрентме çĕнĕ учитель килнĕ терĕç. Чăтăмсăррăн кĕтетпĕр урока. Акă класа йăрăс кĕлеткеллĕ, çап-çамрăк хĕр кĕрсе тăчĕ. Сап-сарă çỹçлĕ, умĕнчи кăтрисем ункăланса тăнăран пиртен ытла аслах та мар хĕр питĕ чиперрĕн курăнса кайрĕ. Вĕрентекене юратнă пекех тăван чĕлхепе литературăна тата та юратса вĕренме тытăнтăмăр".

"1939 çулта ĕçлеме пуçларăм эпĕ Чупай шкулĕнче, 1940 çулхи вĕренỹ çулĕн пуçламăшĕнче пĕр чипер хĕр ача килчĕ пирĕн шкула, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме пуçлать, Нина Семеновна ятлă, Мăнçырма хĕрĕ терĕç. Ларма-тăма, хурланма-макăрма пĕлмен хĕрччĕ Нина Семеновна. Ачасемпе ĕçлеме питĕ юрататчĕ. Вăрçа тухса каяс умĕн Нина Семеновна тăван ялне Мăнçырмана таврăнчĕ, вăрçа вăл унтан тухса кайнă", - аса илет М.Павлова учитель-пенсионер.

Н.Капитонова 1923 çулхи январĕн 27-мĕшĕнче Шупашкарта çуралнă. Ашшĕ, Семен Романович - 1920-1923 çулсенче Чăваш Автономи облаçĕн Аслă Судĕнче канцелярире ĕçленĕскер, тăван ялĕнчи шкулта учительте ĕçлеме тытăнать.

1942 çулта май уйăхĕнче Н.Капитонова ыйтăвне тивĕçтереççĕ, ăна Çара илеççĕ. Мускав çывăхĕнче 62-мĕш Çарăн 92-мĕш стрелковăй батальонĕн санитарки пулса тăрать. Вĕсене Сталинграда хỹтĕлеме куçараççĕ.

"Боецсем Нинăна чĕререн хисепленĕ, юратнă. Унăн хаваслăхĕ ыттисене вăй кỹнĕ. Мамай сăрчĕшĕн пынă çапăçăва хутшăнтăмăр. Нина Капитонова тăшман пĕрмаях бомба пăрахнă, чарăнмасăр персе тăнă чухне çапăçу хирĕнчен 160 морякпа командира хĕç-пăшалĕсемпех илсе тухрĕ, вĕсене пĕрремĕш пулăшу парса госпитале ăсатрĕ" - тесе çырса янă бригада разведкин начальникĕ А.Рукавцов Мăнçырмари шкулти таврапĕлỹçĕсене. Акă Волгоград хулинче пичетленнĕ "Моряки верны традициям" кĕнекери йĕркесем: "Чĕрĕ юлнисем нихăçан та Н.С.Капитоновăн ачаш та çемçе аллисене манмĕç. Санитаркăсем хăйсен пурнăçне шеллемесĕр, малти линире аманнисене шыранă, çапăçу хирĕнчех пĕрремĕш пулăшу парса çирĕпрех мар хулпуççисем çинче те, упаленсе те, шуса та хĕç-пăшалĕсемпех тухнă". Волгоградри элеватор патĕнче моряка хисеплесе лартнă çичĕ метр çỹллĕш палăк пур. Мрамор плита çине çапла çырнă: "Кунта паттăрлăхпа хăюлăх кăтартса 92-мĕш уйрăм стрелковăй бригадăн морякĕсем çапăçнă". Асăну Хăмисем юхан-шыв портĕнче те пур. Шăпах унта Н.С.Капитонова йывăр аманнă.

Паттăр санитаркăн йăмăкĕ Римма Семеновна çапла аса илет: "Эпĕ 1945 çулта Хусанти юридици институтĕнче вĕренеттĕм. Хушаматсене актовăй залра курăнакан вырăна çакса хунăччĕ. Çавна матрос тумĕ тăхăннă хĕр вуланă та мана шыраса тупнă. Вăл Нинăпа пĕрле вăрçа тухса кайнă Куславкка хĕрĕ Нянина пулчĕ. Хăй Нинăпа пĕрле çапăçни çинчен каласа пачĕ".

1943 çулта февральте "Известия" хаçатра пичетленнĕ Указри йĕркесем: "Указом Президиума Верховного Совета СССР от 8 февраля 1943 года Капитонова Н.С. по должности санитар 4 отдельного стрелкового батальона 92-ой отдельной стрелковой бригады награждена орденом Ленина за то, что под сильным пулеметным огнем и бомбежкой с воздуха вынесла с поля боя 160 раненых бойцов с их оружием и оказала им медицинскую помощь".

Н.С.Капитонова наградине хăй тытса курман. 1943 çулхи январь уйăхĕнче, çирĕм тултарнă-тултарманах Тăван çĕр-шыва паттăррăн хỹтĕлесе пуç хунă. Тепĕр темиçе кунтанах Сталинград патĕнче фашистсен 6-мĕш çарне парăнтарни, çапăçусенче тыткăна илни çинчен Совинформбюро пĕлтерĕвне параççĕ. Çав чаплă çĕнтерỹре чăваш хĕрĕн Н.С.Капитонован тỹпи пĕчĕк мар. Г.Моклаков композиторпа В.Алентей писатель паттăр янташа халалласа "Тинĕс хĕрĕ" юрă çырнă.

Чупай шкулĕн коридорĕнче чăваш чĕлхипе сăмахлăх пỹлĕмĕ çумĕнче Н.С.Капитонова кунта вĕреннине палăртса Асăну Хăми вырнаçтарнă.

С. ГАЛКИНА,

Чупай шкулĕнче 8 класра вĕренекен.



06 мая 2005
00:00
Поделиться