Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

МУХТАВЛĂ ТУЙĂМСЕМПЕ АСА ИЛЕТПĔР

о Никама та манман, нимĕн те манăçа тухман

МУХТАВЛĂ ТУЙĂМСЕМПЕ АСА ИЛЕТПĔР

Çĕнĕ Кинчер ялĕнче кăнтăралла пăхса ларакан çуртра - сакăр пĕр тăван çуралнă. Ача чухне вылянă, савăннă, ял урамĕпе çарран та чупнă.

Чи асли вĕсен Серафима хĕр ача пулнă, ыттисем - пĕрин хыççăн тепри çичĕ ывăл çуралнă, анчах пĕр ачи вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Кунсем хыççăн çулсем иртнĕ, çитĕннисем пурнăç çулĕ çине тăнă, ĕçлеме тытăннă. Вăрçă тухасса никам та шутламан, пурте çĕр-шыв хăватне ỹстерес тесе тăрăшнă. Çуллахи кун - ял çыннин чи хĕрỹ вăхăт. Пĕр ăшă кун ял çыннисемшĕн чи сивĕ - вăрçă хыпарĕ çитрĕ. Тĕрлĕ çĕрте кĕтсе илчĕ çак хыпара Ананьев Петĕр çемйи. Виççĕшĕ ун чухне Хĕрлĕ Çарта службăра тăнă. Ыттисем - колхозра тĕрлĕ ĕçре. Тăван çĕр-шыв хуйхи пуриншĕн те йывăр пулса тăчĕ. Яла юлнисем те вăрçа каймалли хут илчĕç, кĕске пулчĕ сывпуллашу.

СЕРАФИМА шăллĕсемпе пĕрлех, мăшăрне вăрçа ăсатса пилĕк ачапа тăрса юлать. Çăмăл пулмарĕ ăна ачасене тĕрĕс-тĕкел пăхса ỹстерме. Упăшки унăн вăрçă хирĕнчен таврăнаймарĕ, малтанхи вăхăтра çырусем килетчĕç, каярах хыпарсăр çухалчĕ. Ялан кĕтетчĕ вăл, упăшки таврăнаймарĕ.

Ачисем çитĕнсе çитрĕç, çĕр-шыва юрăхлă çынсем пулчĕç. Пĕрле пухăнсан ялан упăшкин çутă сăнарне аса илетчĕ, ашшĕ ятне ялан çỹлте тытма хистетчĕ.

Ывăлĕсенчен чи асли ВЛАДИМИР малтанхи хут тăшманпа Великие Луки патĕнче çапăçăва кĕрет. Каярах вĕсен чаçне Сталинград хулине хỹтĕлеме куçараççĕ. Çак хулана хỹтĕленĕ çĕрте йывăр аманать, вилĕмрен ăна Тихомиров взвод командирĕ çăлса хăварать. Госпитальте нумайччен сывалма тивет ăна. Вăрçă хирĕнчи çапăçусенче палăрнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата тĕрлĕ медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн арман хуçинче, тĕрлĕ çĕрте вăй хунă.

1909 çулта çуралнă АНДРЕЙĂН урăхла шăпа пулнă. Смоленск çывăхĕнче тăшманпа çапăçса вăл ĕмĕрлĕхе пуçне хунă. Темиçе уйăхран тин унăн мăшăрĕ Мария патне хăй çырнă виç кĕтеслĕ çырăвĕ çитет, çапла çырнă вăл унта: "Сывă-и, тăвансем? Паян темиçе хутчен тăшман атакине сирсе ятăмăр. Ирсĕр тăшман сĕмсĕррĕн тапăнать. Каçхине çапăçăва кĕрессине пĕлтерчĕç. Ун умĕн çыратăп. Тăвансене салам, пĕлтер эпĕ сывă пулнине. Тăшмана çапса аркататпăрах, мăшăрăм, ывăлсене чипер пăхса ỹстер. Сывă пул". Каярах вăл паттăррăн çапăçса вилни çинчен хут килет.

ВАСИЛИЙ, 1912 çулта çуралнăскер, вăрçăн пуçламăш кунĕсенчех унта тухса каять. Аслă сержант Атăл хĕрринчен Эльба юхан-шывĕ патне çитнĕ.

1941 çулта 158 стрелковăй полкра тăшманпа кĕрешет: 1943 çулта Василий Петровича 544 минометнăй полка куçараççĕ, унта вăл оруди наводчикĕ пулса çапăçусене хутшăннă. 1944 çулта 2027 номерлĕ гаубичнăй артиллери полкне куçараççĕ, унта вăл мĕн вăрçă вĕçленичченех пулать.

Мĕн кăна курман-ши вăрçăн хаяр кунĕсенче? Яланах асра тетчĕ Курскпа Орел пĕккинчи çапăçусем, ĕмĕрех куçа хупнă юлташĕсем. Кунта вăл виççĕмĕш хут аманать. Госпитальтен тухсан, кỹршĕ каччипе - Михаил Кузьминпа пĕрле каллех хуласене, ялсене ирĕке кăларнă çĕре хутшăнать. Польша çĕрĕ çинче тăван ялти тантăшĕпе Михаил Кузнецовпа тĕл пулать. Шỹтлесе: "Чĕрĕ юлатпăр пулсан, пĕр-пĕрне кум тăватпăр" тенĕ иккен вĕсем. Ĕмĕтленни пурнăçланать, иккĕшĕ те вăрçă хирĕнчен таврăннă. Германи çĕр-шывĕнче тепĕр тĕл пулу Иван Егоров разведчикпа. Тăван ял каччи чупса пырса ыталаса илет. Çак тĕл пулусем вăрçăн йывăр кунĕсенчи чи савăнăçлă самантсем пулнă вĕсемшĕн.

Вăрçă çулĕсенче икĕ хутчен "Паттăрлăхшăн", "Çапăçусенче палăрнăшăн" тата ытти медальсемпе наградăланă. Вăрçă хыççăн тăван колхоз хăватне ỹстерес тесе тăрăшнă.

АЛЕКСАНДР çар капитанĕ вăрçă пуçланнă чух Яворов хули çывăхĕнче вырнаçнă вăрманти çар лагерĕнче пулнă. Тактикăлла вĕренỹ кану кунĕ валли вĕçленнĕ. Июнĕн 22-мĕшĕнче дивизие тревогăпа çĕклесе вăрçă пуçланнине пĕлтернĕ.

Вăл 292-мĕш уйрăм дивизин зенитлă батарея командирĕ пулнă. Çав кунах хаяр çапăçусене хутшăнать. Киев хулине хỹтĕлет. Çĕнтерỹ кунне Чехословакинче кĕтсе илнĕ. Унăн кăкăрĕ çинче - Мухтав орденĕ, "Киева хỹтĕленĕшĕн", "Будапешта илнĕшĕн" тата ытти медальсем. Вăрçă хыççăн Александр Петрович 40 çул ытла шкул ачисене математикăпа вĕрентнĕ.

МИХАИЛ Ровно хулинче танксен батальонĕнче службăра тăнă.

Совет Çарне каяс умĕн Çĕрпỹри педагогика училищине лайăх паллăсемпе вĕренсе пĕтерет. Куславкка районĕнчи Чашламари шкулта вăй хурать. Тепĕр çулах Совет Çарне каять, танкист пулса тăрать.

"Нумай вăхăт иртмĕ, юратнă ĕçе пуçăнăп тата малалла пĕлĕве ỹстерĕп", - тесе çырнă вăл юратнă амăшĕ патне. Анчах нумай вăхăт та иртмест, тăшман çĕр-шыв çине тапăнса кĕрет. Ровно хулине тăшманран хỹтĕлеме приказ пулать. Вăрçăн иккĕмĕш кунĕнчех вăйлă çапăçу пулса иртет, каçхине çав кунах тан мар çапăçура танк командирĕ Михаил Ананьев хăйĕн экипажĕпе çунса каять. Çакна тепĕр танк командирĕ Куславкка районĕнчи Куснар каччи курать, вăрçăран таврăнсан унăн вилĕмĕ çинчен Михаил Петрович амăшне каласа парать.

Чи кĕçĕнни ИВАН вăрçăн малтанхи кунĕсенче артиллери училищинчен вĕренсе тухать. Çамрăк офицер 887-мĕш артиллери полкне лекет. Тĕрлĕ çĕрте çапăçма тивет урса кайнă тăшманпа. Харьков хули çывăхĕнчи йывăр çапăçусем яланах асра. Нихăçан манас çук Днепр юхан-шывĕ урлă каçнине. Йывăр аманать вăл çак çапăçура. Икĕ эрне тăнсăр выртать. Врачсем унăн пурнăçне çăлса хăвараççех, анчах тăна кĕрсен вăл хăйĕн сылтăм ури кăк таран çуккине ăнланса илет. Яланлăхах урасăр тăрса юлать. Икĕ хутчен I тата II степеньлĕ Отечественнăй вăрçă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсем, "Çапăçусенче палăрнăшăн", медаль тата ытти наградăсем илме тивĕç пулнă. Вăрçă хыççăн учитель, колхоз председателĕ тата ытти тĕрлĕ çĕрте пуçлăх пулса ĕçленĕ.

Пурнăç малалла пынă май нумай пулăмсем манăçа тухаççĕ, анчах вăрçăн йывăр кунĕсем, çав вăхăт никам асĕнчен те тухмасть. Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕренпе 60 çул çитрĕ. Анчах вăрçă ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсен вăрçăн хăрушă кунĕсем самантлăха та асран тухмаççĕ.

Çак хăрушă вăрçа Çĕнĕ Кинчер ялĕнчен 110 çынна ăсатнă. Арçынсемпе пĕрлех 7 хĕр ача кайнă, вĕсенчен вăрçă хирĕнчен 41 çын каялла таврăнаймарĕç.

Икĕ ялĕпе 200 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен çурри вăрçă хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă.

Çĕнтерỹ кунне çывхартма тăрăшнă çынсене эпир мухтавлă туйăмсемпе асăнатпăр. Эпир Тăван çĕр-шывăн мир программине ырлатпăр. Пире вăрçă кирлĕ мар. Пулас ăру, пирĕн ачасем, вĕсен ачисем вăрçă мĕнне нихăçан та ан пĕлччĕр.

А. АНАНЬЕВ,

обществăлла корреспондент.

Çĕнĕ Кинчер ялĕ.



06 мая 2005
00:00
Поделиться