Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

ПИРĔН УРАМРИ ФРОНТОВИКСЕМ

ПИРĔН УРАМРИ ФРОНТОВИКСЕМ

Эпĕ пурăнакан урама ĕлĕкрех "Патти урамĕ" тенĕ. Çак пысăках мар урам Энĕшпуç ял историйĕнче уйрăм вырăн йышăнать.

Çĕр-шывшăн хăрушă та асаплă, хурлăхлă кунсем пуçлансан, Аслă Отечественнăй вăрçа пирĕн урамран 26 çын тухса кайнă. Вĕсенчен сакăр çын çеç каялла таврăннă. Акă вĕсем: Иван Савнеев, Игорь Муллин, Николай Муллин, Никифор Герасимов, Сергей Руссков, Николай Васильев, Александр Борисов. Вăрçăран вун сакăр çын таврăнайман: Александр Григорьев, Иван Исаев, Павел Никифоров, Павел Тимофеев, Иван Ефимов, Иван Сарапаев, Петр Степанов, Степан Алексеев, Егор Кириллов, Архип Алексеев, Александр Шадрин, Михаил Лаврентьев, Михаил Казаков, Иван Малов, Лев Николаев, Антон Иванов, Иван Кириллов. Килменнисенчен тата Александр Васильев пулнă. Унăн вăрçăри паттăрлăхне уйрăмах палăртса хăвармалла. Вăл 1914 çулта октябрĕн 27-мĕшĕнче çуралнă. 1936 çулта Канашри педучилищĕрен вĕренсе тухсан, ялти шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçлеме тытăннă. Çав çулах ноябрь уйăхĕнче ăна Хĕрлĕ Çара ăсатнă.

1939 çулта А.Васильева Ново-Петергоф хулинчи Ворошилов ячĕпе хисепленекен çарпа политика училищине вĕренме янă. Унтан 1941 çулхи июнĕн 20-мĕшĕнче вĕренсе тухнă. Ленинград хулине хỹтĕлеме фронта тухса кайнă. 1942 çулта А.Васильев Нева юхан-шывĕн сылтăм çыранĕнче хыпарсăр çухалнă. Унăн çемйи çапла хыпар илет: "Сирĕн мăшăр А.В.Васильев 1942 çулхи сентябрĕн 9-мĕшĕнче вăйлă çапăçура хыпарсăр çухалнă.

Штабăн начальникĕ аслă лейтенант Тяжев".

Тепĕр 32 çултан, 1974 çулта, Энĕшпуç ялне Ленинград облаçĕнчи Всеволжский çар комиссариатĕнчен çыру килет. Унта аслă политрукăн А.В.Васильевăн, паттăр воинăн ỹтне тата çумри докуменчĕсене тупнине пĕлтернĕ. Çавăн хыççăн ăна Энĕшпуç ялне илсе килсе пытарнă. 1988 çулта вăл çуралса ỹснĕ "Патти урамне" унăн ятне панă.

Халĕ çак урамра 130 çын пурăнать. Вăхăт малаллах шăвать, анчах Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçне хунă паттăр фронтовиксене ял-йыш яланах ырăпа асăнать.

И. ГРИГОРЬЕВА,

шкулти Çар мухтавĕн

музейĕн экскурсовочĕ.

Энĕшпуç ялĕ.



06 мая 2005
00:00
Поделиться