Урмарский муниципальный округ Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округě

Çĕнтерỹçĕ-салтак, сана ĕмĕрсем манас çук! Янăрĕç ятăрсем - юрăра, сăвăра!

Çĕнтерỹçĕ-салтак, сана ĕмĕрсем манас çук!

Янăрĕç ятăрсем - юрăра, сăвăра!

Раççейре 60-мĕш çул Аслă Çĕнтерĕве хаваслă кăмăл-туйăмсемпе кĕтсе илчĕç. Ку уяв 1941-1945 çулсенче Совет çарĕ нимĕç захватчикĕсемпе паттăррăн çапăçнипе çыхăннă тата тăшмана Раççей çĕрĕ çинчен каялла хăваласа кайса хăйсен "йăвинче" парăнтарни - пирĕн халăхăн паттăрлăхĕ. Унтанпа 60 çул иртрĕ пулин те кашнинчех вĕсен çапăçăвĕ, хăюллăхĕ, çĕнтерĕвĕ чĕрĕ юлнисен куçĕ умне тухса тăрать. Тăван çĕре сыхлама пĕтĕм халăх - ватти, вĕтти, çамрăкки - кар тăнă. Çав хушăра пирĕн район çыннисем те. Вĕсене аса илсе тата Аслă Çĕнтерỹ юбилейне халалласа поселокра чылай малтан хатĕрленме пуçланă. Çак кун тĕлне поселокăн Ленин урамĕнче Афган çĕрĕ çинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса сквер уçрĕç, урамсене тирпей-илем кĕртрĕç. Поселокри предприятисемпе организацисем, учрежденисем хăйсен ĕç вырăнĕсенче Çĕнтерỹ кунĕ çитнине пĕлтерсе плакатсемпе лозунгсем, ялавсем çакнă.

Майăн 9-мĕшĕнче ирхине ирех поселокра репродуктортан вăрçă, çĕнтерỹ çинчен хывнă юрăсем шăранчĕç. Çанталăкĕ хĕвеллĕ те ăшă. Уй-хирсенче хĕрсех çур аки пырать. Çĕнтерỹ кунĕпе хĕрỹ ĕççи пĕрле çыхăннă. Ĕçчен халăх Çĕнтерỹçĕ-салтаксене, тылра ырми-канми вăй хунисене, ĕмĕрлĕхех ют çĕр çинче выртса юлнисене халалласа ирттерекен митинга хутшăнма пуçтарăннă. Ирхине 8 сехетре район администрацийĕн пуçлăхĕпе районти çар ĕç комиссарĕ культура çурчĕ умĕнче вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулса куçа-куçăн калаçнă, "çар кухнинче" салтак пăтти тутаннă. Унтан вĕсене тата тыл ĕçченĕсене ятарлă автобуспа вăрçă çулĕсенче çар ĕç комиссариачĕ пулнă вырăнта (халĕ район больницин поликлиника çурчĕ) Асăну хăми умне чĕрĕ чечексем хума илсе кайрĕç. Паттăрсенчен халĕ чылайăшĕ йывăррăн утаççĕ, хăшĕсене ывăлĕсем, мăнукĕсем пулăшса пыраççĕ. Апла пулин те вĕсен куçĕсенче хаваслăх, чĕрĕлĕх çиçет, çав хушăрах - хурлăх та. Ĕç çыннисемпе шкул ачисен колонни Асăну хăми умĕнчен Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ умне вĕрсе каламалли оркестр çеммипе çул тытать. Колоннăра Аслă Отечественнăй вăрçă саманчĕсене аса илтерекен автомашинăсем пыраççĕ. Вĕсем çинче ĕç коллективĕсенчи уйрăм çынсем, шкул ачисем вăрçă вăхăтĕнчи ырми-канми ĕçленĕ тыл ĕçченĕсене, вăрçа тухса кайнă салтаксене аса илтереççĕ. А.Беловапа О.Кошельков дикторсен сасси поселок тăрăх янăраса таврана саланать. Вĕсем Çĕнтерỹçĕ-салтаксене мухтаса пурне те çак чаплă юбилейпе саламлаççĕ, вăрçă çулĕсенчи фронтовиксен паттăрлăхĕсене аса илеççĕ.

Поселок администрацийĕн пуçлăхĕ Г.Егоров Аслă Çĕнтерĕве халалласа пуçтарăннă халăха саламласа митинг уçăлни çинчен пĕлтерсе, район администрацийĕн пуçлăхне А.Егорова сăмах парать: "1941-1945 çулсем пирки калаçу пуçарсан, пурин умне те хаяр вăрçă тухса тăрать. Çак çулсенче тăван халăхăн калама çук паттăрлăхĕ, чăтăмлăхĕ палăрчĕ. Эсир, вăрçăпа ĕç ветеранĕсем, йывăр çухатусене, историн çав тери хăрушă тапхăрне тỹссе ирттернĕ, анчах та тăшмана парăнман. Эпир, çĕр-шывăн хальхи ăрăвĕ, фронтовиксемпе тыл ĕçченĕсене яланах тав тăватпăр. Вăрçăри тата ĕçри сирĕн паттăрлăх яланах чĕрĕ тĕслĕх пулĕ. Эпир сирĕн умăрта ĕмĕр-ĕмĕр парăмра, тайма пуç сире! Ватлăха пăхмасăрах общество пурнăçне хастар хутшăннăшăн, çамрăксене патриотла воспитани парас енĕпе нумай вăй хунăшăн сире тав сăмахĕ калатпăр. Малашлăхра ырлăх-сывлăх, телей, вăрăм кун-çул, ăнăçу сунатпăр", - терĕ Анатолий Иванович.

"Майăн 9-мĕшĕнче эпир çапăçу хирĕсенчен таврăнайманнисене, Тăван Çĕр-шывăмăр ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхĕшĕн пуç хунисене пурне те ятран асăнатпăр. Çĕнтерỹçĕ-салтаксем çĕр-шыва упраса хăварма пултарнă, çĕнтерĕве çывхартассипе çĕрне-кунне пĕлмесĕр тăрăшнă. Тыл ĕçченĕсем фронта та пулăшнă, тылра та пуçа усман. Пирĕн районтан çак ирсĕр вăрçа 6890 çын тухса кайнă, 4131-шĕ таврăнайман, Çĕнтерỹ кунне кĕтсе илеймен. Вăрçă çав вăхăтри яшсемпе хĕрсен çамрăклăхăн хаваслă вăхăтне туртса илнĕ. Вăйпитти арçынсем вăрçа тухса кайсан, хĕрарăмсемпе çул çитмен ачасем, ватă çынсем вĕсем вырăнне тăрса ĕçленĕ. Вĕсем Тăван çĕр-шыв пуласлăхĕшĕн тăрăшнă. Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 60 çул çитрĕ. Çак çулсем хушшинче кашнинчех вăрçă паттăрĕсене ырăпа аса илетпĕр. Вăрçă çухатусăр мар. Паян пирĕн хушăра çуккисене эпир пуç таятпăр, чĕрĕ юлнисемпе мухтанатпăр", - терĕ районти çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков.

Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.Егоровпа çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков Раççей Президенчĕн В.Путинăн хушăвĕпе пирĕн районти паттăр салтаксене - Николай Васильевич Васильевпа Виталий Егорович Егорова 1943 çултанпа хуçисене шыракан "Паттăрлăхшăн" медальпе наградăларĕç. Шел пулин те, Н.Васильев çак хаваслă саманта кĕтсе илеймерĕ. Унăн медальне мăнукне пачĕç.

Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров: ячĕпе ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕн заместителĕ А.Быченков саламларĕ. Вăл тăван халăхăн паттăрлăхĕпе мăнаçланнине пĕлтерчĕ. Вилнисемшĕн хурланчĕ. Çавăн пекех Аслă Çĕнтерỹ 60 çул çитнĕ ятпа митинга пуçтарăннисене Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсем Ф.Ларионов, В.Андреев, тыл ĕçченĕ М.Голубева, Хусанти танк училищин курсанчĕ В.Николаев, Мăнçырмари Тихвин чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте чун-чĕререн саламларĕç. Вăрçă участникĕсемпе тыл ĕçченĕ тухса калаçнă чух, çав çулсен асаплă кунĕсене аса илчĕç. 60 çул иртсен те вĕсен хастарлăхне аса илнĕшĕн, хăйсене хисеп тунăшăн тав турĕç. Çар училищин курсанчĕ В.Николаев ветерансене вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн, çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани пама пулăшнăшăн çамрăксен ячĕпе тав сăмахĕ каларĕ. "Эпир сирĕнтен тĕслĕх илсе Тăван çĕр-шыва сыхлама яланах хатĕр тăрăпăр", - терĕ хăйĕн сăмахне вĕçлесе В.Николаев курсант.

"Çак çутă кун пĕтĕм Раççей халăхĕ хăрушă вăрçă чарăннăранпа 60 çул çитнине паллă тăвать. Кăçал Аслă Мăнкунăн хаваслă уявĕпе пĕрле килни халăха татах та савăнтарать. Паттăрсем çапăçса, вилĕме çĕнтерсе ĕмĕр вилĕмсĕр турĕç хăйсене. Вĕсен чаплă ĕçне ĕмĕрне те манас çук. Пурсăра та пĕтĕм Православи чиркĕвĕн ячĕпе мирлĕ те туслă пурнăç сунатăп", - терĕ Леонид атте.

Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ тата Афган çĕрĕ çинче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса лартнă монумент умне чечексем хураççĕ. Республика Президенчĕ Н.Федоров ячĕпе ЧР экономика аталанăвĕпе суту-илỹ министрĕн заместителĕ А.Быченков, райадминистраци пуçлăхĕ А.Егоров, вăрçă участникĕсем, шкул ачисем, ĕç коллективĕсен представителĕсем, уйрăм çынсем чĕрĕ чечексем тата чечек кăшăлĕсем хураççĕ. Кĕвĕ çеммипе диктор сасси вăрçă паттăрĕсене мухтать. Вĕсен ячĕсене "Асăну кĕнеки" çине кĕртнине пĕлтерет. Вĕсене асăнса шăплăх минучĕ ирттереççĕ. Кашни çеккунтăн шаккакан сасси чуна çỹçентерет.

"Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене мухтав! Тăван çĕр-шывшăн пуçĕсене хунисене ĕмĕр-ĕмĕр мухтав! Аслă Çĕнтерĕве 60 çул çитнине мухтав!" - тет дикторăн янăравлă сасси. Çак сăмахсем пирĕн поселокра кăна мар, Раççейĕпех саланчĕç пулĕ, мĕншĕн тесен çĕнтерỹллĕ салют пирĕн пуçсем çийĕн те кĕрлерĕ. Ку самантра çĕнтерỹçĕ-салтаксем, тыл ĕçченĕсем 60 çул каялла пулса иртнĕ хаваслă куна аса илчĕç пулĕ. Çак вăхăтра Çĕнтерỹçĕ-салтак палăкĕ умĕнчи ĕмĕр сỹнми çулăм та хаваслăрах, çĕнтерỹллĕн ялкăшнăн туйăнчĕ. Унăн икĕ айккипе хисеплĕ хуралта тăракан шкул ачисем те ун чухнехи çамрăк салтаксене аса илтереççĕ.

Митинг хупăнсан, çамрăк армеецсен парачĕ уява малалла тăсать. Çамрăксем ушкăнăн-ушкăнăн утса хăйсен пултарулăхĕсене кăтартрĕç, салтак пулма хатĕррине палăртрĕç. Ку хутĕнче парада районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем те хутшăнчĕç. Тăван çĕр-шыв хăрушсăрлăхне сыхлама яланах хатĕррине çирĕплетрĕç. Парадра палăрнисене районти çар ĕç комиссарĕ Хисеп грамотисем парса хавхалантарчĕ. Ун хыççăн площадьре концерт пулчĕ. Культура ĕçченĕсемпе шкул ачисем хăйсен пултарулăхĕсене кăтартрĕç. Çавăн пекех Аслă Çĕнтерĕве халалласа спорт вăййисем иртрĕç. Çамрăксем каçхине дискотекăра савăнчĕç. Хаваслă салют каçхи пĕлĕте çутатрĕ. Вăл Аслă Çĕнтерỹшĕн пуçĕсене хунисене, ырми-канми ĕçленĕ тыл ĕçченĕсене çамрăк ăру тав туса ĕмĕрех асра тытассине шантарчĕ.

Н. ШИШКИНА,

А. НИКОЛАЕВА.



14 мая 2005
00:00
Поделиться